НОЯБРĔН 18-мĕшĕ - автоаваринче вилнĕ тăванăмăрсене асăнмалли кун. Шел пулин те, инкексем пирĕн районта та пулаççĕ, çак сăлтавпа пĕр айăпсăр çынсем ĕмĕрлĕх куçне хупаççĕ. Çул çинче пулакан пăтăрмахсем ытларах чухне руль умĕнчи яваплă çынран килет.
Çак сăлтавпа ÇÇХПИ çĕнĕ документ хатĕрленĕ пирки МИХсенче ("Российская газета" хаçатра, чăваш халăх сайтĕнче) çырса асăрхаттарма та ĕлкĕрчĕç. Унта палăртнă тăрăх, руль умĕнче ларакан çын çул çинчи ытти водительшĕн хăрушлăх кăларса тăратнăшăн административлă майпа явап тыттарĕç. Штраф 5 пин тенкĕпе танлашĕ. Водитель ыттисемшĕн мĕнле хăрушлăх кăларса тăратма пултарать-ха? Çаксен шутне дистанцие пăхăнманнине, тăрук чарăннине, машинăна тепринчен иртме чăрмантарнине, автомобиле çул паманнине кĕртнĕ.
Ноябрь 2024 |