Хулари «пăкă» яла та çитрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2018, 09:34 Просмотров: 243

 ТЕМИÇЕ çул каялла хулара е унта каякан çул çинче çеç автомашинăсен караванĕ капланса ларнине курма пулатчĕ. Вăрăм «пăкă» тепĕр чухне темиçе çухрăма та тăсăлатчĕ. Юлашки çулсенче вара район центрĕнчи çул çинче те техникăсен вă-ă-ăрăм черетне асăрхатăн. Ирхине 8 сехет çитиччен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул умĕнчи светофор çывăхĕнчи çуран каçмалли вырăнтан ачасем иртме пăрахмасăр та йĕркеленмест, лăпланмасть куçăм. Тепĕр чухне караванăн «хỹри» Ленин палăкĕ çывăхнех çитет. Çакна районта çулсеренех «хурçă утсем» йышланса пынипе те çыхăнтармалла. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан кашни виççĕмĕш çынна пĕр автомашина тивĕçни те çакнах çирĕплетет.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика