Пушарта автомашина çунса юрăхсăра тухнă

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2018, 09:35 Просмотров: 231

РАЙОНТИ пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх ку таранччен вут-кăварпа çыхăннă 32 инкек пулнă. Вĕсенчен иккĕшĕ вара автомашина çуннипе çыхăннă. Темиçе кун каялла Вăрманхĕрри Шăхалĕнче те çакнашкал пăтăрмах сиксе тухнă. Каçхине 23 сехетре çул çинче пыракан çăмăл автомашинăна сасартăк вут хыпса илнĕ. Юрать-ха 27 çулхи водителе нимех те пулман. Анчах та пушарта сиенленнĕ техника йăлтах юрăхсăра тухнă. Инкекĕн сăлтавĕ хальлĕхе пайăрлă мар-ха, ăна лабораторири экспертсем уçăмлатаççĕ.

Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче кăçал «01» служба сотрудникĕсем виçĕ хутчен вутпа куçа-куçăн кĕрешнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра кунта икĕ пушар пулнă.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика