ТАВРАЛĂХ шур «кашмапа» витĕнеймерĕ пулин те чылайăшĕ кăмăл-туйăмпа Çĕнĕ çула кĕтме пикеннĕ те ĕнтĕ. Хĕл Мучипе Юрпике савăнăç кỹрекен уяв уйрăмах ачасемшĕн кăсăклă. Ун умĕн шкулта вĕренекен ачасен талантне, творчество пултарулăхне тупса палăртас тĕллевпе районти «Çăкăр» историпе этнографи музейĕ «Çĕнĕ çул асамлăхĕ» теттесен конкурсне йĕркелет. Тĕрлĕрен материалтан ăсталанă конкурсантсен ĕçне ултă номинаципе хаклама палăртнă. Авторсен хăйсен ĕçне раштавăн 15-мĕшĕччен комиссие çитермелле. Тĕплĕнрех 62-0-64 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пултаратăр. Çĕнтерỹçĕсене Хĕл Мучи парнесĕр хăварманни каламасăрах паллă.
Ноябрь 2024 |