Ирпе виçĕ сехетре вăраннă Кзыл Чишмари ваттисен çуртĕнче ĕçлекен Ильгамия Сафина социаллă ĕçчен дежурствăна тепĕр ĕçтешне париччен кашни пỹлĕме çĕнĕрен кĕрсе тухрĕ. Урайĕсене çунă, пỹлĕмĕсене уçăлтарнă, вырăнĕсене тирпейленĕ, ирхи апат çитернĕ.
Кунта пурăнакансен пурин сывлăхĕпе те тепĕр хут интересленчĕ. Вĕсене ырă кун сунса килне кайма пуçтарăнчĕ. Кашнийĕнчех çапла. Ăна улăштарма Марина Григорьева килчĕ.
4 социаллă ĕçчен черетленсе ĕçлеççĕ. Тирпей-илем кĕртмелле чухне пурте пĕрле. Кăçал ахаль те юсав ĕçĕсем пычĕç. Çумалли, тасатмалли - çителĕклех. Çурт умне те, пахчана та сăн кĕртсех тăмалла тата ытти те.
Ильгамия Дамировна ваттисен çуртĕнче 22 çул ĕçлет. Кунта пурăнаканскерсене алăри пилĕк пỹрне пек пĕлет. Пĕр çемье-çке вĕсен! Çĕнĕ килекенсене "килти" пурнăçа часах хăнăхтараççĕ. Ватлăхпа вилекенсене юлашки çула ăсатма пурте пĕрле каяççĕ. Ачисем пулманнисен, пĕчченлĕхре пурăннисен çывăхран та çывăх çыннисем социаллă ĕçченсем.
Вăтăрăн кун кунлаççĕ, çĕр каçаççĕ ваттисен çуртне "прописка" тăнисем. 12-шĕ вырăнпах выртаççĕ. Вĕсем патне тимлĕх ытларах уйăрмалла. Кунне виçĕ хутчен апатлантармалла. Хутлăхра чей, кефир памалла. Чăтăмлăх кирлех. Ерçейнĕ чухне социаллă ĕçченсене алă улăштарма Маиса Мышова апат пĕçерекенпе Алена Иванова ертỹçĕ те явăçаççĕ.
Патшалăх та ватăсем патне кирлĕ тимлĕхе уйăрать. Кунта пур услови те çителĕклĕ. Пỹлĕмсенче икшерĕн пурăнаççĕ. Выртаканнисене çеç ытларахăн вырнаçтарнă. Пультпа ĕçлекен краватьсем туяннă. Шифонерĕсем пур. Çурт тăррине çĕнĕрен улăштарнă, 36 чỹречене пластикран лартнă. Алăкĕсем те тĕреклĕ. Пỹлĕмсен йышне ỹстернĕ. Кĕтмен çĕртен çутă çỹнсе ларсан та йывăрлăхран тухма май пур. Генератор лартнă.
Сивĕ сăмах сивĕтет, ăшă сăмах ăшăтать, теççĕ. Тĕрлĕ шăпаллисем пурăнаççĕ кунта. Нихăшне те сивĕсăмах калаймăн. Пĕрисен ачи-пăчи çук, теприсен мăшăрĕ вилнĕ, виççĕмĕшĕсен çурчĕсене газ кĕмен тата ытти те. Йăпатса калаçмалли те сахал мар пулать. Ильгамия Дамировна пур енлĕн пултарать. Алла аттестат илнĕ хыççăн Шупашкарти педагогика училищинче воспитатель пулса ĕçлеме вĕренсе тухнă вăл. Виçĕ çул çак енĕпе Алманчăри садикре вăй хунă. Кỹршĕ яла çỹреме çăмăлах та пулман ĕнтĕ.
Хальхи пек асфальт сарнă çулсем пулман. Хĕллехи çанталăкра çил-тăман та алхаснă. Качча тухсан вара ĕç вырăнне улăштарнă. Колхоза çỹренĕ. Кзыл Чишмари больницăна санитаркăна вырнаçнă. Кайран - ваттисен çуртне. Шăпах килĕшнĕ ĕç. Ватăпа ватăлла калаçса вĕсен шухăшне сирме, хуйхине пусарма, чун-чĕрине лăплантарма пултаратех вăл кашнийĕнне.
Хăйĕн пурнăçĕ те çакăнта иртет Ильгамия Сафинан. Икĕ хĕр çитĕннĕ вĕсен. Ăрăва малалла тăсакансем качча тухса çемьеленнĕ, Хусанта пурăнаççĕ. Икĕ мăнукĕ ỹсет. Шел, мăшăрĕ çеç пурнăçран ир уйрăлнă.
Васкаса киле каймасть нихăçан та. Ĕçе кăмăлпа килет. Хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçпать. Ахальтен ман ăна 2024 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе муниципалитет округĕнче "Социаллă сферăри чи лайăх ĕçчен" ята пачĕç. Чыса тивĕçнĕ май юлташĕсем ăшшăн саламларĕç.
Районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр директорĕ Николай Ялуков ваттисен çуртне çĕнетес тĕлĕшпе тимлĕ пулнине палăртаççĕ. "Килти евĕр хăтлăхра пурăнччăр кашнийĕ",- тет Николай Геннадьевич.
Пĕчĕк йышпах тăрăшуллă ĕçлеме пулать. Çакна кунти коллектив пултарулăхĕ те уççăн çирĕплетет.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА