Авторне Петр Николаевича çамрăкранах лайăх пĕлнĕрен, мăшăрĕпе Валентинăпа (хĕр чухне - Исакова) пĕр класра вĕреннĕрен, паллах ĕнтĕ, хам та Сăкăтсемех пулнăран, çак кĕнекепе пĕрре ларсах-тытсах тĕплĕн паллашрăм, тимлĕ вуласа тухрăм. Урăхла майĕ те çук пулĕ: мĕн чухлĕ паллакан çын, мĕн чухлĕ пĕлмен тĕслĕхсем!
Çиччĕмĕш теçеткене утакан Петр Николаевич, вăл 1955 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче çуралнă, ялта пурăнакансем çинчен кăна мар, пĕтĕм Раççей çĕршывĕ тăрăх сапаланнă виççĕре яхăн тăванĕпе хурăнташĕ пирки материалсем пуçтарнă. Пĕрлех кĕнекене ĕлĕкхи "Красное Знамя" колхозра, унтан хальхи саманара та çав ятах хăварнă КСХПра пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, парти, совет е патшалăхăн аслă органĕсенче коллективлă хуçалăх е Сăкăт ял ыйтăвĕсене, çав шутра ялти тарăн электрификаци, газификаци, урамсенчи асфальт çулсемпе кĕперсем, Христос çуралнă ятпа хисепленекен чиркỹ, социаллă пурнăçпа культура объекчĕсем тата тем тепĕр тунă чухне çивĕч ыйтусене татса парас енĕпе пулăшу панă тата икçĕр çын ячĕсене - хăшне кĕскерех асăнса, хăшне вăрăмрах çырса - кĕртсе хăварнă. Ку питĕ кăткăс та пархатарлă ĕç!
Автор пирки калас-тăк, 1992 çулта П.Н.Никифорова ял халăхĕ "Красное Знамя" колхоз председательне суйласа лартрĕ. Ку вăхăта вăл çак яваплă вырăн валли пур енĕпе те пиçсе çитнĕччĕ ĕнтĕ: вăтам шкул хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх институтне пĕтерсе зоотехник дипломне илнĕ, çара кайса салтак пăттине тутаннă, колхозра тĕп зоотехникра, председатель çумĕнче ĕçленĕ, партком секретарĕ пулса туптаннă. Юлашкинчен Сăкăт ял Советне ертсе пычĕ. Çамрăк кирек епле ĕçре те шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă, пур çĕрте те халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Çавăнпа ĕнтĕ ăна район ертỹçи В.Д.Петров (районта пĕрремĕш хут халăхпа суйланă кăлава) колхоза ертсе пыма сĕннĕ те. Çакна та асăнса хăвармалла: Петр Николаевич колхоз тилхепине тытнă вăхăтрах, 1992-1995 çулсенче, Сăкăт ял Совет председателĕн тивĕçне те пурнăçласа пычĕ. Кун пекки вăл республикăра та тек пулман пулĕ. Вăхăтĕнче эпĕ çакăн пирки "Хыпар" хаçатра "Пĕр председателе - икĕ хăмăт!" ятлă пысăк статья та пичетлесе кăларнăччĕ.
Астăватпăр ĕнтĕ, вăхăчĕ вăл вăхăтра, 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче, ахăр саманана кĕнĕ пекехчĕ. Совет укçисем йỹнелсе кайрĕç, Мускав пăлханать, предприятисемпе организацисем саланаççĕ, экономика хутшăнăвĕсем татăлса пĕтнĕ... Сăкăт колхозĕ те йывăр лару-тăрура. Сутнă ял хуçалăх продукцийĕшĕн кĕмĕл параймаççĕ, тем пек кирлĕ укçа вырăнне тĕрлĕ тавар кăна сĕнеççĕ е пачах та парăмпа татăлаймаççĕ. Хуçалăхра техника кивелнĕ, вырмана тухсан çурри çĕмĕрĕлсе нушалантарать...
Çак йывăрлăхсене чăтаймасăр районти колхозсем те саланса-пайланса пĕтрĕç, ял çыннисем ĕçсĕр тăрса юлчĕç. Кỹршĕллĕ Тутар Сăкăтĕнчи "Алга", Шăнкăртамри Жданов ячĕллĕ, Алманчă, Кзыл Чишма, Красномайски ялĕсене пĕрлештерекен "Ленинец" колхозсене кăна илер. Тĕппипех пĕтрĕç! Çаплипех каламалла. Унтан пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çак шăпа ыттисене те çитрĕ. Петр Николаевич ертсе пыракан колхоз вара, нумайăшĕшĕн тĕлĕнмелле пек те, мĕнле пулнă - çаплипех юлчĕ. Кун пекки вăл районта та, тен, республикăра та-и, сайра темелле, хуçса шутласа тухма хăрах алăри пỹрнесем те çитеççĕ. Сулăнка кайманни кăна мар, ял хуçалăх предприятийĕнче вăл ертỹçĕре ĕçленĕ çулсенче, тĕрĕсрех каласан, юлашки 30-40 çул хушшинче уй-хирпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пысăк хăвăрлăхпа аталанчĕ. Темиçе цифра кăна илсе кăтартам. Асăннă тапхăрта тыр-пул тухăçĕ икĕ хута яхăн ỹснĕ. Юлашки çулсенче кашни гектартан вăтамран 40 центнер тĕш-тырă пуçтарса кĕртеççĕ. Хăш та пĕр пĕрчĕллĕ культурăсене уйрăм лаптăксенчен вара - 60-шар центнер. Çĕр улми тухăçне илсен, вăл вара 2-3 хут хăпарнă е гектартан 335 центнер илни те пулнă. Çĕршывра тăнăçлăх хуçаланнă 80-мĕш çулсенче хуçалăхра кашни ĕнерен 2000-шер литр сĕт суса илнĕ. Халĕ вара сакăр пине çитет е виçĕ хут ытларах. Ĕлĕкрех хуçалăхра уй-хирте 70 трактористпа водитель ĕçленĕ, паян çав лаптăкрах 20-22 механизатор пĕтĕм ĕçе туса ĕлкĕрет. КСХП чылай çултанпа районта кăна мар, республикăра та малта пыракан предприяти шутланать. Ăна темиçе хутчен Чăваш Енри "Чи лайăх 100 хуçалăх" шутне кĕртнĕ. 2023 çулта хуçалăхăн ăратлă ĕнесен фермине ВДНХ кĕмĕл медалĕпе наградăланă. Никифоров ертсе пыракан хуçалăх паян та ỹсĕм çỹлĕ çинче тăрать: автотрактор паркне тĕпрен çĕнетсе хальхи саманари техникăпа улăштарнă, фермăсенче çĕнĕ çурт-йĕрсем туса лартнă, тырă кĕлечĕсем, çĕрулми управĕсем çĕкленĕ. Кĕскен каласан, мĕнпур объектсене реконструкцилесе çĕнетнĕ.
Ĕçне кура - хисепĕ, тенĕ. П.Н.Никифорова вăхăтĕнче нумай хутчен Сăкăт ял Совет депутатне, район Советне (тăватă созыв) депутата, икĕ суйлавра район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн заместительне, 2011-2016 çулсенче Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйланă. Вăл - Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Тĕрлĕ аслă органсенчен панă Мухтав хучĕсем те темĕн чухлех
Николай ЛАРИОНОВ
Декабрь 2025 |
