2025.08.08 Халăх укçи - пархатарлă ĕçсен никĕсĕ

Категория: Сугутский территориальный отдел Опубликовано: 10.08.2025, 18:50 Просмотров: 22

 Чăваш Енре 2025 çулта халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ, общество инфратытăмне аталантарассипе çыхăннă 1555 проекта ĕçе кĕртме палăртнă. Вĕсем валли уйăрнă укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле виçи 3,3 млрд тенкĕпе танлашать.

 Юлашки çулсенче вăй илсе пыракан пуçарулăх бюджечĕн программипе Патăрьел муниципалитет округĕнче те халăх валли курăмлă ĕçсем туса пыраççĕ. Кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче 44 проекта пурнăçа кĕртсе (110 миллион тенкĕлĕх) тĕрлĕрен объекта хута ямалла. Сăмах май каласан, умма лартнă тĕллевсен пысăк пайне территори пайĕсенчен пурнăçланă та ĕнтĕ. Ку тĕлĕшпе Сăкăт территори пайĕнче пуçарулăхпа, халăх бюджечĕпе усă курса мĕнлерех ĕçсем пурнăçланă-ши? Ĕçри хастарсем, умма лартнă тĕллевсем, ял малашлăхĕпе кăсăкланса Сăкăт территори пайĕн начальникĕпе Вероника Кузнецовăпа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Вероника Григорьевна, çак кунсенче эсир территори пайĕн çăмăл мар "лавне" туртса пыма пикенни çулталăк çитет. Ял-йышпа пĕр шухăшлă пулса пурнăçланă малтанхи ĕçсене пĕтĕмлетỹ тума та пулать. Чăн малтанах Чăваш Респуб- ликинче аталанса пыракан пуçарулăх бюджечĕн программине пурнăçа кĕртес тĕллевпе пурнăçланă ĕçсем пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Ялта пурăнакансемшĕн халăх хавалĕ яланах пĕлтерĕшлĕ пулнă. Хальхи вăхăтра вăл уйрăмах пысăк вăй, ырă малашлăхăн "çăл куçĕ" пулса тăрать. Сăкăтсем кирек мĕнле пуçарăва та яланах алхапăл йышăнаççĕ. Çакă, паллах, умма лартнă тĕллевсене кал-кал пурнăçлама май парать.

 Çапла, тепĕр темиçе кунтан культура сферинчен тата ытларах яваплă ĕçе куçни çулталăк çитет. Çĕнĕлĕхе хăнăхичченех пуçарулăх программипе тăрăшма пикентĕмĕр, Учительская тата Октябрьская урамсене (çуррине тунăччĕ) асфальт сарас тĕллевпе сметăсем туса хатĕрлерĕмĕр. Кăçал шăпах халăха пăшăрхантаракан çак çулсене ("Эльбрус" пĕрлешỹ подрядчик) хăтлăлатрăмăр. Халĕ çатма пек асфальт çулпа пурте кăмăлтан усă кураççĕ.

Октябрьская урама проектпа 723 метр асфальт сарнă. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 8 миллиона яхăн. Вăл шутра халăхран 1 миллион та 537 пин тенкĕ пуçтарнă. Çакна та палăртса хăварма кăмăллă. "Красное Знамя" кооператив (ертỹçи Петр Никифоров) яланхи пекех пулăшрĕ, çак çула тирпейлеме 400 пин тенкĕ уйăрчĕ.

Пуçару бюджечĕн проекчĕпе тума палăртнă тепĕр çула асфальт сарма вара Олег Лаврентьев индивидуаллă предприниматель алă тăсса пулăшрĕ. Малтан 350, кайран 179 пин тенкĕ счет çине хыврĕ. Проект 778 пин тенке ларчĕ. Ытти пайне вара халăх пĕр çын пек кар тăрса пуçтарчĕ. Сăмах май каласан, Сăкăтсен ырă йăла пурри те пĕлтерĕшлĕ. Кирек мĕнле урама тирпей-илем кĕртнĕ чухне те ялĕпех пархатарлă ĕçе хутшăнаççĕ. Çак урамрах тĕпленнисем вара пухмача 10-шар пин е ытларах та хываççĕ.

- Сирĕн территори пайĕ пĕр ялтан çеç тăрать пулин те урамсем, тăкăрлăксем сахал мар. Çавăнпа халăх пуçарăвĕпе пурнăçламалли ĕçсем татах та пур-ха ĕнтĕ?

- Паллах. Тĕрĕссипе республикăра вăй илсе пыракан çак программăпа çулсеренех мĕн те пулин ырă улшăну тума тăрăшатпăр. Патшалăх ялсене аталанма çакăн пек майсем туса панăшăн Республика Пуçлăхне Олег Николаева, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕпе унăн ертỹçине Рудольф Селиванова халăх ячĕпе тав тăватăп. Акă, кăçал та конкурса хутшăнма тепĕр икĕ проекта пурнăçа кĕртме сметăсем турăмăр. Пĕри вăл каллех урамри çула тирпейлессипе çыхăннă. Хальхинче Порфирий Кариков ячĕпе хисепленекен касса асфальт çул сарса хăтлăлатасшăн. Вăл пĕр çухрăм ытларах та. Çавăнпа ĕç калăпăшĕн хакĕ те пĕчĕк мар - 8 миллион тенкĕ ытла.

Çитес çул валли тума хатĕрленĕ иккĕмĕш проект хамăрăн ял центрне, клуб, библиотека, территори пайĕ, "Красное знамя" хуçалăх вырнаçнă икĕ хутлă çурт умне тирпейлесе хăтлăх кĕртесси. Пĕрлех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк йĕри-таврашне те кирлĕ пек тирпейлесшĕн, брусчаткăсем те сарасшăн.

 Сăмах май каласан, кăçал Патăрьел администрацийĕ пулăшнипе эпир çак вырăнта каçхине çутатакан лампăсем вырнаçтартăмăр, стеллăна çĕнетрĕмĕр.

- Вероника Григорьевна, ял йытти ял еннеллех вĕрет, теççĕ ваттисем. Сăкăтра та çавах ĕнтĕ. Ял-йыш тăван тăрăха çĕнетессишĕн, капăрлатассишĕн тăрăшнине, чылай чухне нимене кар тăнине пысăк хак памалла. Паллах, ун пек чухне ĕмĕтсем те çунатлă. Малашлăх плансем пирки кĕскен çеç паллаштарăр-ха.

- Ĕмĕтпе пурăнакан чăнах та халсăр мар. Эпир пурăнакан кашни урам, тăкăрлăк, обществăлла вырăн хăтлă та тирпейлĕ пулни - пирĕншĕн савăнăç, киленỹ пулмалла. Малашлăхра унччен вак чул сарнă кашни урама асфальтпа çĕнетесшĕн. Çакă пирĕн пысăк тĕллевсенчен пĕри. Ача сачĕ умĕнчи пушă лапамри хăтлăх пирки те шутлатпăр. Халăхпа пĕр вăй пулса тăрăшмалли ытти ĕçсем те пур-ха. Чи кирли тата пĕлтерĕшли - ялта пурăнакан кашни çын тăван тăрăха аталанма, çĕнелме, капăрланма пулăшас тесе тăрăшни. Пĕрлехи вăйпа кирек мĕнле ыйтăва та татса пама пулать.

- Тавах, Вероника Григорьевна калаçушăн. Ĕçри хастарлăх сире малашне те халăх пуçарулăхне ỹстерме пулăшса çеç пытăр.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика