2024.08.02 Пĕчĕк ялта пысăк чунлă çынсем пурăнаççĕ

Категория: Тойсинский территориальный отдел Опубликовано: 02.08.2024, 22:12 Просмотров: 8

Туçа территори пайĕ Патăрьел муниципалитет округĕнчи пысăк хăй тытăмлăх органĕсенчен пĕри. Унта сакăр ял кĕрет. Вĕсенчен пĕри - Тутар Тимеш ялĕ. Паян кунта 100е яхăн çын пурăнать. Вĕсенчен ытларах пайĕ 30 - 60 çулсенче. Тивĕçлĕ канăва тухнисемпе 80 çултан иртнисем 30 ытла ватă. Çамрăк çемьесенче çул çитмен ачасем те пур. Çакăн пек йышпа пĕр чĕлхе тупса, ырă малашлăхпа пурăнаççĕ Тутар Тимешсем. Юлашки çулсенче кунта уйрăм хастарсен пуçарăвĕпе, халăх вăйĕпе сахал мар пархатарлă та курăмлă ĕçсем пурнăçласа пыни, урамсем капăрланни, ĕç шавĕ хутшăнни тата ытти те ял çыннисем пĕр шухăшлă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе парать.

Кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче пуçару бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн пурнăçа кĕртме палăртнă проектсем урамсене хăтлăх кĕртессипе, çулсене тирпейлессипе çыхăннă. Нумай пулмасть çеç Чăваш Республикин пуçару бюджечĕн программипе, халăх хастарлăхĕпе Тутар Тимешĕнче Набережная урамра 500 метра яхăн çула вак чул сарса хăтлăлатнă. Условипе килĕшỹллĕн ял çыннисем 165 пин тенкĕ пуçтарнă.

- Хальхи вăхăтра çак программа ялсенче вăй илсе пыни, халăх патшалăх пулăшăвне ăнланни пĕлтерĕшлĕ. Хамăр пурăнакан тавралăха, обществăлла вырăна хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе 2017 çултанпа вăя кĕнĕ çак программа ялсенче çав тери кирлĕ. Ку тĕлĕшпе Тутар Тимешсем пĕр çын пек кар тăрса çак ыйтăва татса пачĕç. Подрядчик та кĕске вăхăтра çула тирпейлесе пачĕ. Малашне ытти ялсенче те халăх хастарлăхĕпе ялсене хăтлăлатма, тирпей-илем кĕртме тăрăшатпăр,- пĕлтерчĕ Туçа территори пайĕн начальникĕ Алена Мальцева.

Пĕлтĕр вара Патăрьел муниципалитет округĕ тăрăшнипе Тутар Тимешне кĕрекен аслă çула асфальтлă çулпа çыхăнтарчĕç. "Эльбрус" подряд организацийĕ ялти Школьная урама 1,7 çухрăм асфальт сарса пачĕ. Яла хăтлăх кỹрес тĕлĕшпе пурнăçлакан ырă улшăнусем ял халăхне те савăнтараççĕ. Туçа территори пайне кĕрекен пĕчĕк ялта пысăк чунлă çынсем пурăнаççĕ тесе хаклас килет.

Кăшт маларах вĕсем каллех халăхпа пĕр шухăшлă пулса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса палăк лартрĕç.

Хальхи вăхăтра Камиль Салиховăн фермер хуçалăхĕ ял малашлăхĕшĕн тăрăшнине те палăртса хăвармалла. Çак пĕчĕк ялта вăл патшалăхăн грант пулăшăвĕпе усă курса çемье фермине аталантарать, пĕрлех усă курман çĕрсене те "чун" кĕртрĕ, производство цехĕ уçрĕ... Ял хăтлăхĕпе, малашлăхĕпе çыхăннă ыйтусенче пуçаруллă фермер яланах пысăк хастарлăх кăтартать.

Альбина НИКОЛАЕВА

Хаклав

Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ:

- Иртнĕ çул Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пуçару бюджечĕн программипе 18 проект пурнăçа кĕчĕ. Кăçал территори пайĕсенчи ялсенче тепĕр 31 проекта (70 миллион тенкĕ ытла) пурнăçламалла. Пирĕн тĕп тĕллев - вырăнти халăхăн пуçарăвне, шухăшне шута илсе ялсене хăтлăлатса, çĕнетсе, пуянлатса пырасси.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енре Экологи культури тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăкра пурте пĕрлешсе çăлкуçсен реестрне туса хумаллине çивĕчлетрĕ. Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕнче те çăлкуçсене тупса палăртас, упрас, вĕсене хăтлăлатас, яваплă çынсем çумне çирĕплетес тĕллевпе ĕçлетпĕр. Экологи сукмакне анлă çул парас тĕллевпе йĕркеленĕ "Пăла пуçламăшĕ" проект республика программине кĕчĕ. Нумай пулмасть Ишлĕре йĕркеленĕ республикăри экофестивальте те ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов малашне те ял çыннисене пурăнма кирлĕ услови туса парас, халăх пуçарăвне патшалăх енчен шута илсе пулăшас, экологи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçленине палăртрĕ.

Яндекс.Метрика