Тутар Тимешĕнчи библиотекăра унăн заведующийĕ Гельсирен Рахматуллина "Кил хуçи хĕрарăмĕ" клуб членĕсемпе "Санăн сывлăху хăвăн аллунта" темăпа калаçу ирттернĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси çинчен пынă унта сăмах. Ĕçпе канăва çыхăнтарса пымаллине каланă. Витаминсемпе пуян апат-çимĕç çимеллине палăртнă. Хускану та кирлипе те палăртнă. Сиенлĕ йăла-йĕркесенчен пăрăнмалла.
Светлана Алексеева фельдшерица чĕре чирĕ çинчен сăмах хускатнă. Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕн статистикипе паллаштарнă. Инсульт е инфаркт пулнă чухне пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентнĕ. Диспансеризаци тухнин пĕлтерĕшне палăртнă. Пĕрлех калаçăва хутшăнакансен ыйтăвĕсене хуравланă.
Сывлăх - чи хаклă пуянлăх. Ăна кирек хăш ỹсĕмре те упрамалла. Пурăнас кун-çула вăрăмлатасси шăпах унпа çыхăннă та ĕнтĕ. Çакăн пек пĕтĕмлетỹ патне тухнă юлашкинчен.
(Хамăр корр).
Февраль 2025 |