Ырă пуçарăва - анлă çул

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2024, 19:31 Просмотров: 46

Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Правительствисем, муниципалитет округĕ, территори пайĕсем ялта тĕпленнĕ çынсен пурнăç условийĕсене çăмăллатас, ăна ырă енне улăштарас, пурнăç шайне ỹстерес тĕллевпе наци проекчĕсене, пуçару бюджечĕн программисене анлă çул парса пыни пĕлтерĕшлĕ тата ырă пулăм. Патшалăх пахалăхлă вĕренĕве, сывлăх сыхлавне çынсемшĕн меллĕ тăвассине, çемьесене пулăшу кỹрессине тĕп вырăна хуни те ял çыннишĕн пысăк çăмăллăх.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ  Равиль ЯМАЛЕТДИНОВ:

 - Чăваш Республикинче çулсеренех пурнăçа кĕрсе пыракан пуçару бюджечĕн программин тĕп тĕллевĕ - кашни яла хăтлăлатасси. Ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи территори пайĕсенче те çак программăпа курăмлă ĕçсем туса пыратпăр. Кăçал çулталăк вĕçлениччен муниципалитет округĕнче 31 проекта (77 миллион тенкĕ ытла) пурнăçа кĕртмелле. Унччен вăхăт нумаях юлмарĕ, çавăнпа та объектсене хута ярассипе çине тăрса тăрăшма тивĕ. Çывхарса килекен çулта та халăх пуçарăвĕпе пурнăçа хăтлăлатас, вĕсен шухăш-кăмăлне шута илсе ялсене çĕнетес, капăрлатас тĕллевпе кашни территори пайĕ çак проекта хутшăнмаллах.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи Пикшик территори пайне кĕрекен ялсенче те халăх ырлăхĕшĕн, хăтлăхĕшĕн, çитĕнекен ăрăвăн аталанăвĕшĕн, ырă малашлăхшăн пурнăçа кĕртсе пыракан программа сахал мар. Ял халăхĕн пурнăçне çăмăллатас, обществăлла вырăнсене хăтлăх кỹрес, çынсен сывлăхне сыхлас, канма кирлĕ услови туса парас тĕллевпе "Сывлăх сыхлавĕ", "Культура" наци проекчĕсем ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Кашни ялтах çĕнĕ е çĕнетнĕ ФАП ĕçлет. Кĕçĕн Арапуçĕнчи, Тикешри, Именкассинчи клубсене "Культура" наци проекчĕн регионти проекчĕпе килĕшỹллĕн юсаса çĕнетнĕ тата ытти те.

Яла хăтлăлатмалли программăпах Кĕçĕн Арапуçĕнчи спорт площадки те паянхи кун тухăçлă ĕçлет. Унта ачасем те, аслисем те хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ, тренажерсем çинче хул-çурăмне тĕреклетеççĕ.

 Хальхи вăхăтра масарсемпе ун патне пыракан çулсене, урамсене, скверсене, парксене, палăксене тирпейлесе тăрасси, вĕсене çĕнетесси те власть тытăмĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Территори пайĕ çак ыйтусене пурнăçа кĕртес тĕллевпе шăпах Чăваш Республикинчи пуçару бюджечĕн программипе, халăх хастарлăхĕпе усă курса татса пама тăрăшать. Иртнĕ çул çеç Именкассинче Ленин, Кĕçĕн Арапуçĕнче Çамрăксен, Еншикре "Красный пахарь" урамсенчи çулсене йĕркене кĕртнĕ. Кăçал çул-йĕре тирпейлессипе уйрăмах Пикшикре пысăк ĕçсем туса ирттернине палăртса хăвармалла. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки ял старости Иршат Чаштанов:

- Хирти Пикшик - пĕчĕк ял мар. Кунта социаллă культура объекчĕсем те сахал мар: юсаса çĕнетнĕ капмар та хăтлă шкул, ФАП, виçĕ мечĕт, культура çурчĕ, ача сачĕ, магазинсем, кафе, ача-пăча лапамĕ... Çак кунсенче çамрăксене хăтлă стадион хăйĕн ытамне илĕ.

Ялта урамри çулсене тирпейлесси, çĕнетесси - халăхăн тĕп тĕллевĕ. Ку тĕлĕшпе кашни çулах мĕнле те пулин ырă улшăну тума тăрăшатпăр. Кăçал муниципалитет округĕ тăрăшнипе аслă урама асфальт çул сарса пачĕç. Халăх пуçарăвĕпе тата хастарлăхĕпе тепĕр вăрăм урама - пĕр тăван Хамдеевсен ячĕпе хисепленекеннине - асфальт хутăшне сарса, катокпа пусарăнтарсах тикĕслерĕмĕр. Аслă çултан икĕ еннелле уйрăлакан касра паян асфальт сарнă евĕрех. Рифкать Хамдеевпа Ильнур Махмутов хастарсем çак ĕçе ытларах йĕркелесе, тирпейлесе пычĕç.

Хирти Пикшиксем ял илемĕшĕн пурте кар тăрса ĕçлеççĕ тесшĕн. Яла икĕ еннелле уйăракан Овражная урамри çырма патĕнче те çынсем хăйсен пуçарăвĕпех, вăйĕпех хăтлăх кĕртрĕç. Кунта утма çула тирпейлерĕç, каçса çỹреме кĕпер турĕç. Çак ĕçре уйрăмах Ринат Камалетдиновпа Хасиятулла Махмутов тỹпи пысăк.

Çавăн пекех сăваплă вырăна - масара - пăхса, тасатса, хыт хурана çулса тăрасси те тĕп ыйтусенчен пĕри. Ял масарĕн "хуçи", хисеплĕ аксакал Хасиятулла Махмутов ку тĕлĕшпе хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласа тăрать. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те тăванăмăрсем канлĕх тупнă вырăн яланах тирпейлĕ. Çак тĕллевпе эпир ялта пурăнакансем ятарлă фонд та йĕркеленĕ. Унти хастарсем ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пыраççĕ те.

 Масар пирки шухăша малалла тăснă май çакна та палăртса хăварасшăн. Территори пайĕнчи ытти ялсенче те ун патне пыракан çула тирпейлес, картисене, масар çуртне çĕнетес ыйтусене татса панă чухне пĕрлехи вăйпа тăрăшаççĕ. Акă, Тикешри масар патне каякан çула пуçару бюджечĕпе çĕнетнĕ. Кăçал вара Чăваш Республикин программипе килĕшỹллĕн Кĕçĕн Арапуçĕнчи кивĕ тата çĕнĕ масарсен территорине профнастилпа тытаççĕ. Эпир пынă вăхăтра шăпах çак ĕç пыратчĕ. Каярахпа масар çуртне çĕнетесшĕн, хапхине те улăштарасшăн.

 Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăçал пуçару бюджечĕн программипе Кĕçĕн Патăрьелĕнче, Вăрманхĕрри Шăхалĕнче, Тури Чакăра, Турханта та масар картисене çĕнетнĕ.

Пĕр шухăшлă пулни, вăйсене пĕрлештерни яланах ырă улшăну тума пулăшать. Ку тĕлĕшпе Еншиксем те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Вĕсем те кашни килĕрен пилĕкшер пин тенкĕ укçа пуçтарса масар çуртне купаласа хунă. Çывăх вăхăтрах тăррине витмелле, шалти ĕçĕсене пурнăçламалла, çурт таврашне хăтлăлатмалла.

 - Халăх вĕрсен хапха та уçăлать тенĕ ваттисем. Хальхи вăхăтра пĕрлехи вăйпа яла пуянлатма та, капăрлатма та пулать. Эпир те çак тĕллевпех ĕçлетпĕр. Территори пайĕнче пысăк вăй-хăватпа ĕçлекен, продукцие тирпейлекен предприятисем, уйрăм фермерсем, усламçăсем те пур. Вĕсем те халăхпа пĕрле ял малашлăхĕшĕн, ырă çĕнĕлĕхшĕн хăйсем енчен пуçару кăтартасса шанатпăр. Пуçарулăхпа, пĕрле канашласа пурнăçламалли ĕçсем территори пайĕнче çителĕклех. Вĕсем пурте халăхăн ялти пурнăçне хăтлăлатассипе çыхăннă,- терĕ территори пайĕн пуçлăхĕ Петр Иванов халăх хастарлăхĕн пĕлтерĕшне хак панă май.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика