Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ку хутĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан, кĕске вăхăтлăха отпуска килнĕ Сăкăтри Артем Волковпа, Треньелĕнчи Леонид Цветк
овпа, Тикешри Андрей Мельниковпа тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе, мăшăрĕпе тĕл пулчĕ. Çĕршыв хỹтĕлевçисене хамăр хушăмăрта курма яланах хавас эпир. Кашнийĕн умĕнче пуçа таяс килет. Виççĕмĕш çул вĕсем тăван килтен, çемьерен аякра. Мăшăрĕсем куç пек кĕтеççĕ, ашшĕ-амăшĕ канлĕхне çухатнă, ачисен тунсăхне сирме çук...
Вăтам шкул хыççăн Артем Волков Хусанти танкпа командăн аслă çар училищине вĕренме кĕнĕ. Ачаранах офицер пулма ĕмĕтленнĕ вăл. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан вĕсене Волгограда куçарнă. Унтан алла хĕç-пăшал тытнă.
- Танк взвочĕн командирĕ эпĕ. Юнашар чăвашсем çукпа пĕрех, инструкторсăр пуçне. Вăл пачăшкă. Пире те кĕл тума вĕрентет, пил парать. Луганск хỹтĕлевçисемпе пĕрле çапăçăва кĕретпĕр. Çар специальноçне алла илнĕшĕн ỹкĕнместĕп. Япăх ĕç çук. Тăван çĕршыва хỹтĕлемеллех,- тет Артем.
Леонид Цветков - Треньел çынни. Контракт çырнă. Штурмовик çулĕпе çамрăках мар. Вутпа шывран темиçе те тухнă. Аманнăран Шупашкарта сиплевре пулнă. Çак кунсенче каялла юлташĕсем патне таврăнма хатĕрленет..
Андрей Мельников тулли мар мобилизаци йĕркипе кайнă. Иккĕмĕш хутчен кĕске вăхăтлăх отпуска килнĕ. Полкра пурте чăваш пулнине палăртать. Патăрьелсем те пур. Малтан тылра пулнă. Халĕ шала кĕнине çирĕплетет. Пуç çийĕн дронсем вĕçнине пытармасть. Çавăнпа та шкул саккинченех ачасене робототехникăпа туслашма сĕнет.
Икĕ ывăл ỹснĕ çемьере. Пиччĕшĕ те çавăнтах. Вăл блиндажсем тунă çĕрте тăрăшать-мĕн. Çĕршыв хỹтĕлевçисем амăшне чăтăмлăха, ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕшĕн тав тăваççĕ.
- Ывăлсемпе пĕрле вăранатăп, вĕсемпе çывăрма выртатăп. Палăртнă кун шăнкăрав пулмасан канăçа çухататăп. Гуманитари пулăшăвĕ янă çĕре кашнийĕнчех тỹпе хывма тăрăшатăп. Пĕрле ĕçлекенсем те шăрттан таранчченех хатĕрлесе пама ỹркенмеççĕ. Тепĕр чухне вăл адреспа çитеймест те пуль. Халĕ акă ывăлăм отпускра. Ĕнер çеç тиевлĕ автомашина çула тухрĕ. Çавах ыттисем тутанса пăхчăр. Çĕршыва хỹтĕлекенсем - пурте пирĕн ачасем. Çакна тылра пурăнакансен пĕлмеллех. Акă Шупашкарти "Катюша" ушкăн салтаксем валли пахча çимĕçрен типĕтнĕ апат хатĕрлет. Аш-какайне те хушать. Ăна вĕри шыва çеç ямалла. Техĕмлĕяшка. Гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă çĕре кашнийĕн хутшăнма тăрăшмалла. Çĕнтерĕве пĕрле çывхартмалла,- терĕ Андрей амăшĕ.
- Мобилизаципе, контрактпа çар операцине кайнă салтаксем кашни ялтах пур. Вĕсен паттăрлăхĕпе мухтанатпăр эпир. Чун-чĕре хушнипе çĕршыва хỹтĕлеме каяс текенсем çар комиссариатне пырсах тăраççĕ. Кỹршĕ, юлташĕ, пĕр класра вĕреннĕ тантăшĕ çумĕнче пуласшăн каччăсем. "Эпир мар пулсан, кам-ха çĕршыва хỹтĕлĕ?" - теççĕ. Тĕрĕсех. Юхмапа Пăла тăрăхĕн харсăрĕсем яланах çапла пулнă. Пурте пĕрле кар тăрсан çĕнтерỹ пулатех. Сирĕн умăрта пуçăмăра таятпăр. Çемйĕрсене вара май килнĕ таран пулăшу пама тăрăшатпăр. Çĕнтерỹпе кĕтетпĕр сире,- терĕ çĕршыв хỹтĕлевçисене ăнăçу сунса муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |