Вунă минутлăх курнăçу питĕ сахал пулсан та темрен те паха! Чуна пăчăртантарать, куçа шывлантарать. Çывăх çынсем çак самантра мĕн туйни каламсăрах паллă.
Туçари Рубцовсен Эдуард ывăлĕ икĕ çул ытла СВОра неонацистсене хирĕç малти линире кĕрешет. Кăçал вара унăн ашшĕ, 65 çулти Владимир Васильевич, хăй ирĕкĕпе Украинăри ятарлă çар операцине тухса кайрĕ.
- Çĕршыв йывăрлăхра чухне алла пăшал тытмасăр май çук, - теççĕ вĕсем иккĕшĕ те.
Наталия МЕДВЕДЕВА
Декабрь 2024 |