Иртнĕ шăматкун Патăрьел муниципалитет округĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин Министрĕн Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пулнă.
Вице-премьер Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа Нăрваш Шăхалĕнче, Шăнкăртамра "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе тăвакан çĕнĕ врач амбулаторийĕсемпе паллашнă. Çакна палăртмалла: врач амбулаторийĕсем пациентсене йышăнма хатĕр. Хальхи вăхăтра кирлĕ документсене хатĕрлес ĕç пырать.
Çавăн пекех ведомство ертỹçи Патăрьелĕнчи тĕп больницăри строительство объекчĕсемпе те паллашнă. Кунта хальхи вăхăтра ача çураттаракан уйрăмран юн тымарĕн чирĕсен уйрăмне уçма хатĕрленеççĕ, округри тĕп сиплев учрежденийĕн территорине хăтлăлатаççĕ, судпа медицина экспертизин бюро зданине тăваççĕ. Ку ĕçсем те вĕçленсе пыраççĕ. Объектсене тĕп больница 155 çул тултарнă çĕре хута ярасшăн.
(Хамăр корр.)
Декабрь 2024 |