Паян çурта хупса хулана тухса каякан çемьесем сахалланнине чăн малтанах ялта пурăнакансем валли пурнăç условийĕсем хăтлăланса, инфратытăм çĕнелсе, çынсен пурнăçĕ лайăхланса пынипе çыхăнтармалла.
Сăмах май каласан, нумай пулмасть çеç Патăрьел муниципалитет округĕнче иртнĕ черетлĕ информаци кунĕнче сăмах çакăн пирки те пычĕ. Мероприятие хутшăннисемпе Юхмапа Пăла тăрăхĕн тăхăр уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн малтанхи итогĕсен пĕтĕмлетĕвне сỹтсе явни Патăрьелсем кăçалхи çулталăка пур енĕпе те начар мар вĕçлеме пултарнине çирĕплетрĕ. Пĕрлехи вăйпа, халăх пуçарăвĕпе, уйрăм çынсен хастарлăхĕпе, патшалăх пулăшăвĕпе, тĕрлĕрен программăпа кăçал пурнăçлама ĕлкĕрнĕ ĕçсем вара чăнах та сахал мар.
Патăрьел муниципалитет округĕ ялсене аталантарас тесе тĕллевлĕ программăсемпе тимлет. Вăл шутра çамрăксем, хисеплĕ аслă ăру валли те ялта пурăнма, канма, аталанма кирлĕ услови туса пама тăрăшать. Акă, кăçал Патăрьелĕнчи икккĕмĕш вăтам шкул çуртне (62,5 миллион тенкĕлĕх) тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. Çитĕнекен ăру валли кунта мĕн пур услови пулни кăмăллă. Ишлĕри ача садне шкул çулне çитичченхи ушкăнпа хăтлă спорт заллă пуçламăш шкул туса хучĕç. Кунта та паян хуларинчен кая мар. Шăпăрлансемпе шкул ачисем кăмăлтан пĕлỹ илĕç.
Вĕрентỹ сферинче ырă улшăнусем тата пур. Патăрьелĕнчи "Василек" ача сачĕ çумĕнчи модульлĕ котельнăй хута кайни, тĕпрен юсанă хыççăн "Паттăр" стадион спортсменсемпе спорта кăмăллакансене çĕнĕрен "сывлăх лапамне" хапăл туни, Хирти Пикшикри вăтам шкул территорине хăтлăх кỹни те Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çитĕнекен ăру малашлăхĕшĕн тăрăшнине, вĕсене сывă та тĕреклĕ ỹсме, аталанма кирлĕ майсем туса панипе çыхăннă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи патшалăхăн тĕрлĕрен программипе, наци проекчĕсемпе культура çурчĕсене те çĕнетеççĕ, юсаççĕ, сывлăх учрежденийĕсене хута яраççĕ. Акă, кăçал Аслă Чемен территори пайĕнчи Тури Чакăра тăвакан 100 вырăнлă хăтлă культура çурчĕ çак ялсемшĕн чăнласах та пысăк парне пулĕ!
"Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе 2024 çулта çеç Шăнкăртамра, Çĕнĕ Ахпỹртре, Туçара, Нăрваш Шăхалĕнче çĕнĕ врач амбулаторийĕсем çĕклерĕç. Вырăнта çĕнĕ сиплев учрежденийĕсем ĕçлеме пикенни çынсен сывлăхне çирĕплетессипе, ĕмĕрне вăрăмлатассипе, усал чирсене вăхăтра тупса палăртса сиплессипе те çыхăннă. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи тĕп больницăра та кăçал чылай строительство ĕçĕсене пурнăçланине, халăх ыйтăвне тивĕçтерсе территорие хăтлăлатнине те палăртса хăвармалла. Хальхи вăхăтра кунта ача çуратакан уйрăмран юн тымарĕн чирне сиплекен уйрăм тăвас ĕçе те вĕçлесе пыраççĕ.
"Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" программăпа килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи халăх йышлă канакан зонăра (паркра) кунта килекенсем валли меллĕ те кăмăллă пултăр тесе хунарсем вырнаçтарнă. Маларах тĕп сценăна тата унăн умне çĕнетнĕ, ача-пăча лапамне тунă, йĕри-тавра брусчатка сарнă, саксемпе урнăсем вырнаçтарнă тата ытти те. Халăх валли тунă ырлăха пĕрлехи вăйпа çеç упрамалла. Сăмах май каласан, çывăх вăхăтра Патăрьелĕнчи Мичурин, Ленин проспекчĕ, П. Яковлев, Киров, Комаров урамĕсенчи хăш-пĕр çуртсен территорийĕсенче те çынсене канма саксем, çỹп-çап пуçтарма пĕчĕк урнăсем вырнаçтармалла.
Кăçал Тутар Сăкăт территори пайĕнче халăх пуçарулăхĕпе пысăк ĕçсем туса ирттернине те палăртса хăвармалла. Обществăлла территорие "Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" программăн сасăлав итогне пурнăçа кĕртсе вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асра тытса лартнă палăка тата унăн таврашне çĕнĕ сăн кĕртрĕç, çавăн пекех аслă урамран масар патне каякан çула пуçару бюджечĕн программипе асфальт çул сарчĕç (ỹкерчĕкре).
2024 çулта Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче Чăваш Республикин пуçару бюджечĕн программипе мĕн пурĕ 31 проекта (77,7 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртме палăртнă. Вĕсенчен 16-шĕ ялсенче çул-йĕре çĕнетессипе çыхăннă. Тĕпрен илсен вĕсем пурте пурнăçланнă темелле.
Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн тĕп тĕллевĕ - патшалăх пулăшакан кашни программăпа усă курса халăх пурнăçне лайăхлатасси, ялта пурăнакансемшĕн кирлĕ услови туса парасси. Çавна май малашне те территори пайĕсен уйрăмах пуçару бюджечĕн программипе, халăха кăсăклантаракан ыйтусене пурнăçа кĕртессипе хастар ĕçлеме тивĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кашни ялта пурăнакан çын çак программăн витĕмне, уссине туйтăр, хăйĕн пуçарулăхне власть органĕ патне çитертĕр тесе тăрăшмалла.
Альбина ЕГОРОВА
Цитата
ăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов:
- Пуçарулăх бюджечĕн программипе ялсене хăтлăлатас ĕçре çĕннине хатĕрлетпĕр. 2024 çултан пуçласа "пуçарулăх" цифрăна, тĕрĕсрех каласан "Чăваш Ен. Онлайн" системăна куçать. Малашне муниципалитет округĕнче пурăнакансенчен заявкăна онлайн мелĕпе йышăнаççĕ. Çакă вăхăта перекетлĕ упраса хăварĕ, уççăнлăхпа та тивĕçтерĕ.
Çавăн пекех Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче (Госуслуги) сасăлав пулĕ. Объектшăн мĕн чухлĕ ытларах сасă, çавăн чухлĕ рейтинга кăтартакан балл нумайрах пуçтарăнĕ. 2024 тата 2025 çулсенче çак системăна тестлаççĕ, 2026 çултан пуçласа вара пуçарулăхпа ĕçлемелли çак система обязательнăй майпа пурнăçламалли йĕрке пулать.
Унсăр пуçне кăçалтан пуçласа проектсене информаципе çыхăнтарни, ял территорийĕнче инвесторсем пурри те хушма балл пухма май параççĕ.
Декабрь 2024 |