Çĕршыва юрăхлă çын пулса çитĕнер

Категория: Публикации Опубликовано: 09.11.2024, 11:54 Просмотров: 355

Сăкăтри вăтам шкулта пуçламăш классенче вĕренекенсем Юрий Яковлев ача-пăча писателĕпе поэчĕн "Взрослый человек" сăввине тишкерчĕç. Çитĕннĕ çын пуласси камăн мĕн тăвас килнĕ çавăнпа çеç çыхăнманнине, унăн майĕсем те, тивĕçĕсем те ỹснине палăртрĕç.

Вĕренекенсем "Ача-пăча тата аслисен хăтланăвĕсем" темăпа хăйсен шухăшĕсене каларĕç. Çитĕнес килет-и вĕсен тата малашлăх пурнăçа мĕнле кураççĕ? Çак ыйтусем çине хуравлама тăрăшрĕç.

5-7 классенче вĕренекенсем вара "Ералаш" киножурналăн "Путевка в жизнь" кăларăмне пăхрĕç. Степан ятлă ача унта яваплă ĕç пурнăçлани пирки пырать. Кайран вĕренекенсем хăйсем тĕллĕн ырă ĕç тунисене аса илчĕç.

 8-9 классенче пĕлỹ пухакансем "Ỹссе çитĕнсен" ĕç пурнăçларĕç. Слайдсем пăхнă май вĕсен шухăш-кăмăлĕ те çирĕп- ленсе пычĕ. Килти ĕçсенче, вĕренỹре хăйсем тĕллĕн тăвакан пулăмсене палăртрĕç.

10-11 классенче вĕренекенсем пурнăç çине тĕллевлĕрех пăхни сисĕнчĕ. Аслă шкулсене пĕлỹ пухма çул тытни, ĕçе вырнаçни, çемье çавăрни хăйсемех çитĕнсе пынине çирĕплетеççĕ. Тĕрĕс воспитани илсе çĕршыва юрăхлă çын пулса ỹсме тăрăшмалла. Çак пĕтĕмлетỹ патне тухрĕç ачасем пурте юлашкинчен.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика