Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ Раççейри Çемье çулталăкне халалласа сахал мар мероприяти ирттерет. Октябрĕн 24-мĕшĕнче истори, филологи, управлени тата право факультетĕнче "Çемье архивĕпе вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче усă курасси. Филолог-тавра пĕлỹçĕ ĕçĕ-хĕлĕ" темăпа уçă лекци иртрĕ. Унта Çĕньял ял территори пайĕн начальникĕ, Геннадий Айхи ячĕпе хисепленекен Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, пĕлỹ çуртĕнчи краеведени тата Геннадий Айхи музейĕсене ертсе пыракан, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, аслă категориллĕ учитель, тавра пĕлỹçĕ, сăвăç, ялкор Мария Мадюкова та хутшăнчĕ.
Мария Ильинична ачасене пĕлỹ парассипе пысăк опыт пухнă педагог, унăн стажĕ 45 çул ытла. Уçă лекцире вăл студентсене хăйĕн çемье архивĕпе вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче еплерех усă курнине, йăх-несĕл йывăççипе, ăна еплерех йĕркеленипе паллаштарчĕ. Пулас вĕрентекенсене "Тăвансен слечĕ" проект пирки, ăна мĕнле пурнăçа кĕртнине каласа пачĕ. Сăмах май, Мария Мадюкова пуçарăвĕ пирки "Авангард" хаçатра вулакансене пĕрре мар паллаштарнă. "Тăвансен слечĕ" проект-пуçару муниципалитетра кăна мар, республикăра та анлăн вăй илсе пырать.
Педагог-ветеран чăваш чĕлхипе литературин пулас учителĕсене вĕрентỹ ĕçĕнчи вăрттăнлăхсемпе, паянхи пурнăç ыйтакан çĕнĕлĕхсене мĕнлерех пурнăçа кĕртмеллине каласа пачĕ, студентсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
"Çемье архивĕпе вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче усă курасси. Филолог-тавра пĕлỹçĕ ĕçĕ-хĕлĕ" уçă лекци валли вырăс тата чăваш филологийĕпе культурологи кафедрин ĕçченĕсем Н. Осиповпа Т. Денисов доцентсем тăрăшнипе çемье архивĕн пысăк куравне йĕркелерĕç. Анат Тăрмăш шкулĕнче ĕçленĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă Никон Капитоновăн, унăн хĕрĕн, математика ертсе пынă Галина Фадееван, кĕçĕн классене вĕрентнĕ Федор Ярушкинăн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕн, РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕн Владимир Ершовăн, РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕн Николай Сидоровăн, Çĕньялти пĕлỹ çуртĕнче вăй хунă Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕн Василий Антоновăн, РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕн Анисия Езюкован, Мария Мадюкован çемье архивĕсем паха та кăсăклă материалсемпе пуян пулчĕç. Çавăн пекех 1941-1942 çулсенче Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тунă çĕре пуçласа вĕçне çитичченех хутшăннă, темиçе хутчен те Ял совечĕн депутачĕ пулма тивĕçнĕ Елизавета Чурбанова ĕç ветеранĕн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тылра хастар тăрăшнăшăн медале илнĕ Ксения Осипован, 9-мĕш пилĕкçуллăх ударницин тата социализмла ăмăртусен çĕнтерỹçин, Мускаври ВДНХ участникĕн Николай Осиповăн килĕсенчи архивĕсемпе чăваш чĕлхипе литературин тата вырăс чĕлхин пулас учителĕсем интересленсех паллашрĕç.
Кураври чи кивĕ документсен шутĕнче пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен, Германинчен Çăл Атăкне янă çырă пулчĕ. Авторĕ - Василий Осипов. Василий Григорьевичăн виçĕ çырăвĕ упранса юлнă, унта вăрçă синкерĕ аван сăнланнă.
О. ЕЛЛИНА, И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика университечĕн студенчĕ
Ноябрь 2024 |