Повар кунĕ иртнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.11.2024, 11:44 Просмотров: 627

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта Повар кунĕ иртнĕ. "Демографи" наци проекчĕн "Сывă апатлану" проекчĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ ăна.

 Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, "Тутлă тата усăллă" общепит" пĕрлешĕвĕн директорĕ Решит Санзяпов тата Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕ Светлана Петрянкина хутшăннă.

 Рудольф Васильевич конкурс малашне йăлана кĕрессе, унта йышлăн хутшăнасса шаннине палăртнă.

Конкурса 12 повар хутшăннă. Кашнийĕшĕ тематикăпа ĕç тăратнă. Сĕтел çине тухакан çимĕçе тĕссемпе килĕшỹллĕн çыхăнтарнă, илемлĕх мелĕсемпе усă курнă. Çакнашкал апатлану ачасен сывлăхне упрасса, тутлăхлăскер кăмăлтан çийĕнессе шута илме тăрăшнă. Сĕтел çийĕ илĕртỹллĕ пулни апатлану культурипе те çыхăннă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика