Сотовăй телефонсен операторĕсем тесе улталаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.11.2024, 11:45 Просмотров: 387

 КĔСЬЕ телефонĕн çыхăнăвĕпе çынсем ырă та усăллă ĕç çеç тумаççĕ, мошенниксен мăшкăлне те тỹсеççĕ. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн участокри уполномоченнăйсен начальникĕ Ильдус Козлов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра Патăрьел муниципалитет округĕнче те сотовăй телефонсен компанийĕн операторĕсем тесе ултавлă шăнкăравсем йышланнă. Вĕсем чылай чухне çынсен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталне кĕрес тĕллевпе абонентăн килĕшỹ вăхăчĕ вĕçленет, çавна май ăна тăсмалла тесе улталаççĕ. Çавна май "пулăшас" тĕллевпе СМСпа килекен кодне пĕлтерме ыйтаççĕ. Ун хыççăн каçмăшпа (ссылкăпа) кĕрсе тепĕр код пĕлсен вĕсем кирек камăн Патшалăх пулăшăвĕсен аккаунтне те кĕрееççĕ. Çавăнпа та палламан номертен шăнкăравлакан ултавçăсене нимĕнле информаци те памалла мар, тỹрех çыхăнăва татмалла.

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика