Халăх пуçарулăхĕ хăтлăх кĕртме пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 09.11.2024, 11:52 Просмотров: 357

 Ял халăхĕн хавалĕ, унăн хастарлăхĕпе пуçарулăхĕ яланах пысăк вырăн йышăннă. Паян та ял-йышпа пурнăçланă ĕç курăмлă çеç мар, сумлă та, хисеплĕ те. Сăкăт территори пайĕнче пурăнакансем тăван ял аталанăвĕшĕн, урамсемпе тăкăрлăксен илемĕшĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшаççĕ. Вĕсен пуçарулăхĕпе пурнăçланса пыракан ĕçсене палăртма та кăмăллă. А

кă, кăçал çеç Сăкăтра Чăваш Республикинчи пуçару бюджечĕн программипе Октябрьская урамăн пĕр пайне (сăн ỹкерчĕкре) асфальт çул сарнă. Ĕçе "Эльбрус" тулли мар яваплă общество пурнăçларĕ. Объект хакĕ 5735,5 пин тенкĕ. Çак суммăран 3269,3 пин тенкине республика субсидиленĕ, 1529,4 пин тенки - вырăнти бюджетран, 936,8 пин тенки - бюджет тулашĕнчи çăлкуçсенчен.

 Сăкăт ялĕ пĕчĕкех мар. Урамĕсем те йышлă. Вăл шутра тирпейлемелли, çул сармалли вырăнсем те пур-ха. Çитес çул патшалăхăн пуçару бюджечĕн программипе Октябрьская урамăн тепĕр пайне (723 метр) асфальтпа çыхăнтарасшăн. Ыйтăва пурнăçа кĕртме халăх пурте пĕр шухăшлăн кар тăчĕ. Хальхи вăхăтра смета хатĕр. Объект хакĕ 7 миллион та 685 пин тенкĕ. Халăхран пĕр миллион çурă тенкĕ укçа пуçтармалла. Ку тĕлĕшпе çынсен ăнланулăхĕ пысăк. Хăйсен ирĕкĕпе 5 - 20 пин тенкĕшер паракансем те пур. "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕ (ертỹçи Петр Никифоров) программăна пурнăçа кĕртме счет çине 400 пин тенкĕ куçарса пачĕ.

Тепĕр проекта та пĕрлех пурнăçа кĕртесшĕн. Халăх пуçарулăхĕпех Советская тата Учительская урамсенчи 366 метр çула та асфальт сарасшăн. Ĕç-пуç начар мар пырать, халăх хастарлăхĕ пысăк. Смети хатĕр. Объект хакĕ - 3 миллион та 890 пин тенкĕ. Ку проекта пурнăçа кĕртме алă тăсса пулăшакан та тупăнчĕ. Олег Лаврентьев предприниматель тăван ял, урам илемĕпе хăтлăхĕшĕн 350 пин тенкĕ парса пулăшрĕ. Ырă çынсен ĕçне Турă вырăна хутăрах. Ытти пайне çак урамра пурăнакансем, ял-йыш пуçтарать.

Хăв çуралса ỹснĕ тăван ял кирек камшăн çывăх. Вăл капăр та илĕртỹллĕ пулни, çĕнелсе пыни, урамсемпе тăкăрлăксенче тирпей-илем хуçаланни пурне те хавхалантарать. Çак ĕçсене вара пĕрлехи вăйпа пурнăçа кĕртсе пыма пулатех.

Вероника КУЗНЕЦОВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика