Çук, эс вилмен, таврăнăн юлашки фашист пĕтсен

Категория: Публикации Опубликовано: 09.11.2024, 10:43 Просмотров: 356

Украинăри ятарлă çар операцине пĕр килтен иккĕн хутшăнакансем пур-ха, анчах виççĕн пулнине пĕлсех каймастăп. Тĕрĕссипе каласан илтмен. Кивĕ Ахпỹртри Мария Куделинан вара виçĕ ывăлĕ неонацистсемпе хирĕç кĕрешме аллине пăшал тытрĕ. Серафимпа Кирилл пĕрремĕш кунранпах унта, Георгий кăшт каярах кайнă. Амăшĕн чĕри вĕсемшĕн мĕнле пăшăрханнине каласа та, çырса та пама пĕлмелле мар. Хуть миçе ача пулсан та аннешĕн кашнийĕ хаклă. Пепкисем миçерине пăхмасăр пуриншĕн те чунĕ ыратать.

Юлташĕсенчен уйрăлас темен

Кăçалхи август вĕçĕнче вара Куделинсен çемйине хурлăхлă хыпар çитрĕ: Серафим Луганск Республикинчи Солидар çывăхĕнче задани пурнăçланă чухне паттăрла пуçне хунă. Каччă куç умĕнче çитĕннĕрен çакна илтме питĕ йывăр пулчĕ. Унпа калаçнă самантсем, кулли пĕр вĕçĕм аса килчĕ. Мирлĕ пурнăçра шăнана та кỹрентерсе курманскер тăшман аллинчен куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ.

Серафим пирки малтанах çырма шухăшланăччĕ, отпуска, аманнă хыççăн март уйăхĕнче канма килсен те сăмах хускатрăм, анчах кашнинчех хирĕçлерĕ. Вăл ун чухне вăтанчăклăн çеç: "Çĕнтерỹпе таврăнатăп та вара çыратпăр", - терĕ. Пĕр самант шăп тăнă хыççăн: "Эпĕ халь кăшт тĕшмĕше те ĕненетĕп пуль, малашлăх пирки ним те палăртса та хурас килмест. Манăн çывăх юлташ Сергей пурччĕ. Вăл отпуска кайрĕ те хĕрĕпе мăшăрланчĕ. Вĕсен ачи те пулмаллаччĕ. Мана хреснашшĕ тăватпăр тесе тăратчĕç. Сергей хам куç умĕнчех вилчĕ. Ачи те çуралаймарĕ... - тесе хушса хучĕ.

 - Пĕлетĕр-и, унта çап-çамрăк ачасем вилеççĕ, шел вĕсене, - терĕ калаçнă май Серафим.

 - Серафим, çамрăк текеннисем миçере вара? - ыйтрăм татах.

 - 21-23 çулсенче.

- Эсĕ хăв миçере, Серафим? Январьте 25 çул кăна тултартăн вĕт! - терĕм ăна чунри пăшăрханăва пытараймасăр.

- Вĕсемпе танлаштарсан хама чылай аслăрах туятăп. Эпĕ нумайтарах курнă,- терĕ шăппăн çеç.

Украинăри лару-тăру пирки ыйтсан та кулса çеç: "Пирĕн питĕ лайăх", - тетчĕ. Унти йывăрлăхсем пирки пĕр сăмах та шарламастчĕ. Хăйĕн вара наградисем те çителĕклех, вăл "Паттăрлăхшăн", "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Çарти туслăха çирĕплетессишĕн" ("За укрепление боевого соодружества"), "Харсăрлăхшăн" медальсене, IV степень Çветтуй Георгин орденне тивĕçнĕ. Иртнĕ çулхи декабрьте Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев патне мотострелоксен икçĕрмĕш уйрăм гварди бригадин командирĕнчен Роман Федоров полковникран Серафим Куделиншăн Тав çырăвĕ килнĕччĕ. Вăл унта Чăваш Ен каччи харсăрлăхĕ пирки те палăртса хăварнăччĕ.

Наградисене мĕншĕн панине ыйтсан татах кулса илчĕ те: "Вĕсенче пĕр манăн тивĕç çеç мар, пĕрле службăра тăнисен те нумай, - терĕ. IV степень Çветтуй Георгин орденне Авдеевкăна илнĕшĕн пачĕç... Тата чĕрĕ юлнăшăн". Çак сăмахсене илтсен чунра сỹ! туса кайрĕ. Шалти разведкăра пулнă май мĕн кăна курман-ши, тỹсмен-ши мăнтарăн ачи! 2-3 хут контузи, темиçе хут аманнă пулсан та çарти юлташĕсенчен уйрăлас темерĕ. "Унта манăн туссем. Вĕсем мансăр мĕнле тăраççĕ?" - тетчĕ "Симка" позывнойпа çỹренĕ яш. Темиçе хутчен те вилĕмпе куçа-куçăн тăма та тивнĕ.

- Пĕр ялта Серафимпа юлташĕсем ватă кинемее ĕçлесе пулăшнă, унтан каялла хăйсем вăхăтлăх пурăнакан вырăна кайнă. Кăшт вăхăт иртсенех вĕсем патне çак хĕрарăмран инçех мар пурăнакан старик чупса килнĕ те карчăк вĕсене украинецсене сутнине каланă. Салтаксем кун пирки илтсенех вăшăл-вашăл пуçтарăнса урăх çĕре пытаннă, кăштахран çурта сирпĕтнĕ те, - терĕ Серафимăн йăмăкĕ Ксения тетĕшĕ каласа панисене аса илнĕ май. - Засадăра ларнă чухне мăйне хỹтĕлекен хатĕре те вăхăтра çыхса ĕлкĕрнĕ. Вĕçсе килнĕ тăшман пульли шăпах çавăнта пырса тăрăннă. Çакна çирĕплетекен сăн ỹкерчĕк те пур. Серафим пульăна кăларса ларнине юлташĕсем ỹкерттерсе илнĕ.

 Тăван çĕршыва юратнăран çар пурнăçне суйланă

Чылай чухне Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене укçа нумай панипе кăмăлсăр калаçакансем те пулаççĕ. Çакăн пек чухне манăн вĕсене: "Эсир хăвăр мĕншĕн неонацистсене хирĕç кĕрешме каймастăр е ывăлăрсене унта ямастăр?" - тесе калас килет. Укçи курăнать пуль-ха, анчах вĕсем унпа мĕн тунипе мĕншĕн интересленмеççĕ-ши? Серафим бронежилета ытти хỹтлĕх хатĕрне хăй илни, çĕрле курмалли хатĕрсене те пĕрле службăра тăракансемпе пухăнса туяннине калани халĕ те асрах. Икĕ çул ытла ăшă вырăн çинче çывăрмасăр, вĕри апат йĕркеллĕ çимесĕр пурăннă, "пысăк" укçа ĕçлесе илнĕ каччăн хваттерĕ те çук. Пĕр унăн кăна мар, икĕ тетĕшĕн те, ыттисен те çаплах. Çавăнпа ăмсанмалли пур-ши? Вăл Тăван çĕршыва юратнипе, чĕринче патриотлăх туйăмĕ пысăккипе хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарнă.

 Серафим 2017 çулта салтак атти тăхăнчĕ. Мурманскинчи тинĕс çар пехотинче служба тивĕçне пурнăçларĕ. Таврăнсан Мускавра хуралта ĕçлерĕ, анчах чунĕ ăна çар еннеллех туртнăран 2021 çулхи декабрьте каялла çар чаçне таврăнчĕ. Пĕчĕккĕ чухнех вăл вăрçăлла выляма юрататчĕ. Хăйне салтак пекех тытатчĕ.

- Эпĕ вăрçăлла выляман, тренировка тунă, - терĕ кăçалхи март уйăхĕнче ачалăхĕ пирки аса илсе калаçнă май. Шел, çак сăмахсем халь пурте диктофонра çеç тăрса юлчĕç...

Ача чухне пăшалтан пенĕ пек тăвасси вăл пĕр япала, анчах пурнăçра çынна вĕлересси çăмăл мар тесе шухăшлатăп. Серафим пĕчĕккĕ чухне шăшие те тĕп тума та пултарайман. Чĕр чунсене юратнăранах ун тавра яланах кушаксемпе йытăсемччĕ.

- Украинăри ятарлă çар операцине кайсанах Серафим: "Ксения, ман халь çынсене мĕнле пемелле? Мана йывăр, анчах эп мар пулсан вĕсем переççĕ", - терĕ, - тет йăмăкĕ тетĕшĕ пирки каласа панă май. Сăмах май, çиччĕн пĕр тăван вĕсем, тăватă ывăл та виçĕ хĕр. Кашнийĕн пирки ырăпа çеç калама пулать. Пурте тенĕ пекех спортпа туслă, Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсен чысĕсене муниципалитет, республика шайĕнче пĕрре мар хỹтĕленĕ, вĕренỹре те кайрисен ретĕнче пулман. Серафим вара вулама питĕ юрататчĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах аллине кĕнеке тытатчĕ, уйрăмах вăрçă темипе кăсăкланатчĕ. Историе лайăх пĕлетчĕ.

Тĕслĕх илмелĕх пур

 Мирлĕ пурнăçра йăваш та сăпайлă каччă фашист юлашкисемпе çапăçнă чухне питĕ харсăр пулнине палăртаççĕ юлташĕсем. Амăшне ярса панă видеора та Серафим чăн-чăн çар çынни, йывăрлăхра нихăçан та пăрахманнине калаççĕ. Вăл пĕр çапăçура пĕрле службăра тăракан аманнă Тамбов арçыннине, хăйĕнчен 20-30 килограмм йывăртарахскере, 15 çухрăм сĕтĕрсе тухнă.

 - Эпĕ темиçе хутчен те Серафима хама тăратса хăварма ыйтрăм, вăл килĕшмерĕ. Йывăр пулсан та мана илсе тухрĕ, - тесе куççульне пытараймасăр каласа пачĕ 60 çула çывхаракан арçын. Çулĕпе çамрăках маррипе ăна кĕçĕннисем хисеплесе "дядя Витя" тесе чĕнеççĕ.

 Серафима пытарма пĕрле службăра тăнисем, вăл тăнă çар чаçне гуманитари пулăшăвĕпе çỹренĕ Тамбоври, Шупашкарти волонтерсем те килчĕç. Кашнийĕ ун пирки ăшă кăмăллă, яланах йăл кулăпа çỹрекен каччă пулнине каларĕç. "Грач" позывнойпа çỹрекен Дима сăмах илнĕ май Серафимпа чăннипех те мухтанмаллине, вăл чăн-чăн çар çынни пулнине, унран тĕслĕх илмеллине палăртрĕ амăшĕпе тăванĕсенчен каçару ыйтнă май. Мурманскинчен çитнĕ юлташĕшĕн, Сашăшăн (позывнойĕ "Палец"), Серафим вилни пысăк çухату пулчĕ. Вĕсем унпа пĕр тăван пекех пурăннă.

Анне чунĕ... Ачи темиçе пин çухрăмра пулсан та вăл йăлтах туять, сисет. Май пулсан вĕçсе кайса пепкине хăйĕн хỹттине илме, йывăрлăхĕсене сирме, чул хỹме пулса тăшманран сирме хатĕр. Шел, çуначĕсем çук...

- Августăн 23-мĕшĕнче каçхине Серафимпа "Контактра" социаллă сеть урлă икĕ сехет ытла çырăнтăмăр. "Анне, пирĕн халь ĕç питĕ нумай", - терĕ. Çакна темиçе хутчен те пĕлтерчĕ. Серафим, эп саншăн та, юлташусемшĕн те кĕл тăвăп. Пурте лайăх çеç пултăрччĕ ĕнтĕ, - терĕм. Унтан вăл сăн ỹкерчĕкне ярса пачĕ. Хам та сисмерĕм, ăна чуп тума пуçларăм, - тет Мария Николаевна. Амăшĕпе ывăлĕн ку юлашки калаçăвĕ пулнă. Августăн 25-мĕшĕнче задани пурнăçланă чухне Серафим вилмеллех аманнă.

Тăшмансем пирĕн салтаксен ỹчĕсене те вăрçă хирĕнчен кăларас марришĕн пульлисене те, снарячĕсене те пĕр хĕрхенмесĕр усă кураççĕ. Серафима та çавна пулах юлташĕсем тỹрех кĕрсе илеймен.

- Мотострелоксен икçĕрмĕш уйрăм гварди бригади халиччен пуçне хунă пĕр салтака та вăрçă хирĕнче тăратса хăварни пулман. Çакна "укропсем" питĕ лайăх пĕлеççĕ. Серафима темиçе хут та кĕрсе илме пикентĕмĕр, анчах пуçа çĕклеме çук переççĕ, дронсем вĕçеççĕ. Эпир çанталăк сăрă чухне (ир кỹлĕм пуль тесе шухăшларăмăр. - Авт.) ытларах ĕçлекенччĕ, хальхинче ун пек те май пулмарĕ. Икĕ салтак аманчĕç. Хирĕç атака пуçласа çеç Серафима илсе тухайрăмăр, - тесе каласа панă бригада командирĕ Серафимпа пĕр тăванĕсене "Телеграмм" канал урлă.

"Паттăрсем вилмеççĕ, вĕсен ячĕсем ĕмĕр упранаççĕ", - теççĕ. Санăн яту та, Серафим, аннỹн, тетỹсемпе йăмăкусен, шăллун, тăванусен, пĕрле службăра тăнисен, сана çывăх пĕлнĕ ытти çынсен асĕнчен нихăçан та тухмĕ. Неонацистсемпе хирĕç кĕрешсе пуçне хунă Серафим Куделин ячĕпе халь Шупашкарти волонтерсен "ZOV Победы" ушкăн хисепленет.

 - Мотострелоксен икçĕрмĕш уйрăм гварди бригади чи вăйлисенчен пĕри пулнине лайăх пĕлетпĕр. Вĕсем патне гуманитари пулăшăвĕ çитерме тăрăшатпăр. Çыхăну тытма пуçласанах чаçре чăваш ачисем пуррипе интереслентĕмĕр, шăпах çакăн чухне Серафимпа Пушкăрт Республикинче çуралса ỹснĕ Сергей пĕрле ỹкерĕннĕ видео ярса пачĕç. Унтанпа икĕ çула яхăн иртрĕ.

Отпуска килсен Серафим пирĕн пата килсе кайрĕ, çавăн чухне Андреев ялавне парнелерĕ. Çакăн хыççăн ытти салтаксем те çар пурнăçĕпе çыхăннă япаласем илсе килсе пама пикенчĕç.

Ентеш паттăрла пуçне хунине илтсен волонтерсен ушкăнне унăн ятне парас шухăш çуралчĕ, пире пулăшакансем те ку шухăша хирĕçлемерĕç. Серафим сăн ỹкерчĕкне вăл панă ялав тăрне çакса хутăмăр. Кашни ир халь вăл пире ăшă куллипе кĕтсе илет, ăсатса ярать, - терĕ Алена Шашкина волонтер.

Серафимшăн, пуçне хунă ытти салтаксемшĕн те неонацистсене Георгийпе Кирилл тетĕшсем, юлташĕсем тавăраççех! Кун пирки пĕрре те иккĕленместпĕр. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене хăвăртрах çĕнтерỹпе таврăнма, çемье ăшшинче савăнса пурăнма сунатпăр.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика