Ыр кăмăллăх концерчĕн укçи салтаксене пулăшма кайĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.11.2024, 11:46 Просмотров: 357

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ централизациленĕ клуб системинче "Хамăрăннисене пăрахмастпăр" ("Своих не бросаем") ыр кăмăллăх концерчĕ пулнă. Культура çурчĕн артисчĕсен вăйĕпе хатĕрленĕ мероприятин тĕп тĕллевĕ - кунта пухăннă укçа-тенкĕпе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли çар пурнăçĕнче кирлĕ гуманитари пулăшăвне çитересси. Ыр кăмăллăхпа 32 000 тенкĕ укçа-тенкĕ пуçтарăннă. Куракансем йышлăн пулнă, лăк тулли зал. Сцена ăстисен чуна тыткăнлакан кашни юрри хыççăн çынсем тăвăллăн алă çупнă.

Çак кунхинех культура çуртĕнче çар операцинчи салтаксем валли хỹтĕлев сетки çыхассине те йĕркеленĕ. Сăваплă та пархатарлă ĕçе концерта килекенсем те, ытти çынсем те хутшăннă.

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика