Çĕр ĕçченĕ çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех, уйăхĕпе çĕр пичĕ нỹр курманнине, шăпах вырма вăхăтĕнче çумăр лỹшкентерсе çунине пăхмасăр пỹлмесем тулччăр тесе вăй хучĕ. Халĕ хирсем пушанчĕç, техника сасси те илтĕнмест. Апла пулсан пĕтĕмлетỹ тума та вăхăт. Çавна май Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕпе - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕпе Юлия Селивановăпа кăçалхи кăтартусем тавра калаçу пуçартăмăр.
- Юлия Анатольевна, муниципалитетра пурăнакансене пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, пахча çимĕç тата ытти культурăсен тухăçĕсен кăтартăвĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарар пуль?
- Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 15700 гектарта çитĕнчĕç, унтан тулă - 6569 гектар, урпа - 6087, сĕлĕ - 1577, куккурус вăрă валли - 50, хура тулă - 173, пăрçа - 1013, вика вăрă валли 305 гектар йышăннăччĕ. Ытти кульурăсенчен çĕр улми - 662, пахча çимĕç - 111, сухан-севок - 564, сахăр кăшманĕ - 616, рапс - 557, горчица - 60,5, хĕвел çаврăнăш 358 гектарта çитĕнчĕç.
Выльăхсене валли апат хатĕрлеме пĕр çул ỹсекен курăк 4060 гектар, нумай çул ỹсекеннисем - 11300, кăçал акнисем - 1022, куккурус 1301 гектар пулнă.
Çут çанталăк кăларакан йывăрлăхĕсене пăхмасăрах акнă-лартнă культурăсене вăхăтра пухса кĕртме тăрăшнă. Йĕтемме 46,1 пин тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 29,4 центнерпа танлашнă. Чи пысăк тухăç "Исток", "Батыревский", "Красное Знамя", "Куснар", "Корма", "Труд" хуçалăхсен, "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалăн, К. Салихов, А. Петров, С. Халитов фермер хуçалăхĕсен.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тăпра пулăхлăхне ỹстерме хура пусă тăратса хăварнине, тислĕк тăкнине, минераллă удобренисем сапнине, чир-чĕртен вăхăтра хỹтĕленине шута илсен кăтарту пысăкрах пулмаллаччĕ, анчах çанталăк условийĕсене хирĕç кайма çук. Çĕр улми пĕр гектартан 274 центнер, пахча çимĕç - 314, сухан-севок 185 центнер тухнă.
- Пилеш ăнса пулсан кĕрхисем лайăх пулаççĕ, теççĕ ваттисем. Кăçал вăл сахалах мар. Муниципалитетра ăна миçе гектар акса хăварнă-ши?
- Кĕрхисем пĕрчĕллĕ культурăсен никĕсĕ теççĕ. Кăçал 2134 гектар акнă, палăртнинчен 1,6 процент ытларах. Иртнĕ çулсенче кĕрхисен лаптăкĕ тата ытларах та пулнă, чакарни ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем выльăх апачĕ валли хатĕрлекен ỹсен-тăран тата техника культурисен лаптăкне ỹстернипе çыхăннă.
- Çур акине, вырмана кĕске вăхăтра вĕçлесси техникăран нумай килет. Хирте юлашки çулсенче хăватлă техника ытларах та ытларах курăнать...
- Туяннă техникăн 40 процентне патшалăх субсидилени шăпах техника паркне çĕнетме май пачĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, çавăн пекех уйрăм çынсем те хăватлă, энергие перекетлекен техника ытларах туянма пуçларĕç. Кăçал патшалăхăн пур пулăшăвĕпе те усă курса ял хуçалăх техникипе кăкарса çỹремелли хатĕрсем 110 единица ытла (пĕлтĕр 93 пулнă) илнĕ, вăл шутран 56 трактор, тырă выракан комбайн - 1, выльăх апачĕ хатĕрлекенни - 2.
- Пỹлмесем тулли пулни выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те лайăх аталанса пынине кăтартать.
- Тĕрĕсех калатăр. Муниципалитетра выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе ỹсен-тăран отраслĕ пĕр-пĕрне тĕрев парса аталанса пыраççĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 20399 пуç ĕне-выльăха шута илнĕ, вăл шутран ĕнесем 7575 пуç. Сыснасен шучĕ 19 пинтен те иртнĕ. 7452 сурăхпа качака, 2142 лаша усраççĕ.
Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси ỹснине те палăртма кăмăллă. Пурĕ 37453,3 тонна сĕт сунă, пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 1,4 процент пысăкрах. Чĕрĕ виçепе аш-какай 8259,2 тонна туса илнĕ, пĕлтĕрхинчен 15 процент нумайрах.
- Выçă выльăхран продукци илме çук, сăвăм ỹсни, аш-какай ытларах хатĕрлеме пултарни хĕле валли апат çителĕклĕ хатĕрленипе те çыхăннă ĕнтĕ.
- Хальхи вăхăта ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем утă 13,6 пин тонна (2023 çултинчен 104,6 процент нумайрах), сенаж - 28,6 пин тонна (104,3 процент), силос 26,9 пин (100,7 процент) тонна янтăланă. Ку апатсемсĕр пуçне рациона пуянлатма жмых, жом, витаминсем тата ыттине те туянаççĕ.
- Юлашки çулсенче патшалăх ял хуçалăхне аталантарассишĕн нумай пулăшать. Пирĕн муниципалитетри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çăмăллăхсемпе усă кураççĕ-и?
- Муниципалитета 9 уйăхра 209903607,57 тенкĕ субсиди кĕнĕ, унтан хăй тĕллĕн ĕçлекенсем - 9310070,40 тенкĕ, ял хуçалăх предприятийĕсене - 50916820,41 тенкĕ илнĕ. Юхмапа Пăла тăрăхне 80520000 тенкĕ грант уйăрнă, вăл шутран фермер хуçалăхĕсене 124528458,81 тенкĕ, кооперативсене 25148257,95 тенкĕ тивĕçнĕ.
- Паян муниципалитетра Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çĕр ĕçченĕсене мĕн сунатăр?
- Кăпăшка та тутлă шăршăллă çăкăршăн, сĕтел тулли сĕт-çушăн, аш-какайшăн ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене чун-чĕререн тав тăватăп. АПК ветеранĕсем те ырă сăмаха тивĕçлĕ. Шăпах вĕсем муниципалитет экономикин никĕсне çирĕп тăвассишĕн сахал мар тăрăшнă. Малашне те аслисен опытне, çамрăксен хавхаланăвне усă курса çитĕнỹсем тăвасчĕ.
Ольга ПАВЛОВА калаçнă
Декабрь 2024 |