ФОКОТ территорийĕнче каçхине те çутă пулĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.11.2024, 11:51 Просмотров: 199

 Патăрьел муниципалитет округĕнчи хăш-пĕр территори пайĕ халăх ыйтăвне тивĕçтерсе çулсеренех пуçару бюджечĕн программипе икшер проекта та пурнăçа кĕртсе ялсене хăтлăлатса пырать. Вĕсенчен пĕри - Тăрăн территори пайĕ. Кăçал маларах вĕсем Кĕçĕн Патăрьелĕнчи ял масарĕн картине (362 метр) профнастилпа тытса çĕнетрĕç. Çак ĕçе пуçăниччен халăх вăйĕпех кунти пысăк тирексене тĕпрен касса тасатрĕç, ял-йышпа нумай хутчен субботник йĕркелерĕç.

Тăрăн территори пайĕнчех пуçару бюджечĕн программипе пурнăçланă тепĕр объект та халăх, çамрăксем валли усă курма хатĕр. Аслă çул хĕрринчен пăрăнса яла пырса кĕнĕ çĕрти илемлĕ лапамра вырнаçнă физкультурăпа сывлăх сиплевĕн комплексĕн территорине (ФОКОТ пĕр гектара яхăнах) çутă юписем вырнаçтарнă, унта кĕрекен çула асфальт сарнă. Юпасем çинчи çутта çыхăнтарасси çеç юлнă. Çывăх вăхăтра кунта спортпа, физкультурăпа кăсăкланакансем каçхине те тренажерсем çинче сывлăха тĕреклетме, футболла выляма, искусствăлла симĕс курăк çинче чупма пултараççĕ. Ĕçе "ЭНКИ-21" общество пурнăçланă. Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1 195 668 тенкĕ. Республика хыснинчен 717 412 тенкĕ субсидиленĕ, Патăрьел муниципалитет округĕн бюджетĕнчен 290 пин тенкĕ уйăрнă, халăхран 188 пин тенкĕ пуçтарнă.

 - Халăх вăйĕ, унăн пулăшăвĕ, çав вăхăтрах ăнланăвĕ ялсенче пысăк ĕç тума, хамăр пурăнакан территорисене хăтлăлатма пулăшать. Пуçару бюджечĕн программипе малашне те тухăçлă усă курасшăн. Çитес çултан программăпа ĕçлемелли, документсем хатĕрлемелли йĕрки улшăнать, цифра системи, онлайн мелĕпе ĕçлемелли çине куçать. Çĕнĕлĕхе халăхпа пĕрле хăнăхмалла пулин те хамăр умма лартнă тĕллевсене улăштармăпăр. Çитес çул валли эпир Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Федор Çитта урамне пуçару бюджечĕн программипе çул сарасшăн. Вăл кĕскех те мар, 1600 метр тăршшĕ. Сметисене хатĕрленĕ, халăхпа калаçса татăлнă.

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи масар çинче вутă хумалли вырăн, автомашинăпа кĕрсе тухмалли çул та тăвасшăн-ха. Малашлăх тĕллевĕсем те пысăк. Халăх вăйĕпе тата хастарлăхĕпе пурнăçлакан ĕçсем хавхалану çеç кỹреççĕ,- терĕ Тăрăн территори пайĕн начальникĕ Николай Рубцов пуçару бюджечĕн программипе пурнăçлакан ĕçсене хак парса.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика