Хăвăртрах çĕнтерỹпе кĕтетпĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2024, 19:28 Просмотров: 238

Ир тăрсан та, каç выртсан та Туçари Галина Пласкина Турăран ачисене сывлăх, вăрăм ĕмĕр пама ыйтать. Унăн икĕ ывăлĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать.

 - Эдуард салтака кайсанах контракт çырчĕ, вĕçленсен малалла тăстарчĕ. Кăшт каярах Украинăри ятарлă çар операци пуçланчĕ. 2022 çулхи майăн 22-мĕшĕнченпе вăл неонацистсене хирĕç Херсон енче кĕрешет, - тет Галина Геннадьевна ывăлĕ пирки каласа панă май. Çамрăк кăкăрне паян Жуков ячĕллĕ, "Вилекенсене çăлнăшăн", "Çар операцийĕсен участникĕ" медальсем илемлетеççĕ.

 1998 çулта кун çути курнă Станислав кăçалхи февральте хăй ирĕкĕпе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнма кăмăл тунă. Пĕр уйăх çар ĕçне хăнăхнă хыççăн çапăçусене хутшăнма пикеннĕ. Вăл та Херсон енче тăшмана хирĕç кĕрешет. Пĕр çĕреллерех пулсан та тăвансем пĕр-пĕринпе тĕл пулаймаççĕ.

- Эдуард отпускран каялла çар чаçне таврăннă хыççăнах Станислав та тăван киле вăхăтлăха канма килчĕ. Тетĕшĕпе шăллĕ курнăçаймарĕç, анчах вĕсем телефонпа калаçса тăраççĕ, - терĕ çичĕ ача амăшĕ.

Станиславпа Эдуард Викторовсене тăван килĕнче те, ялта пурăнакансем те çĕнтерỹпе кĕтеççĕ.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика