Ялсем хăтлăланаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2024, 19:24 Просмотров: 44

 Чăваш Республикин строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ - Чăваш Енри тĕп архитектор Павел Корнилов ĕçлĕ çул çỹревпе Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă тата Патăрьел муниципалитет округĕсенче пулнă май "Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проекчĕн "Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" федераци проекчĕпе хăтлăх кĕртнĕ территорисене çитсе курнă. Пирĕн муниципалитетра Тутар Сăкăтĕнче пулнă. Шăпах çакăнта наци проекчĕ пулăшнипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ паттăрсене халалласа лартнă палăк территорине çĕнетеççĕ. Кунти Çĕнтерỹ паркĕнче малашне лăсăллă йывăçсемпе тĕмсем ỹсĕç. Хальхи вăхăтра брусчаткăран тротуар сарнă, карта тытнă. Подрядчикăн ача-пăча лапамне тăвасси тата саксем вырнаçтарасси юлнă.

 - Вырăнти администраци харсăрри те, подрядчиксем йĕркене пăхăнса ĕçлени те савăнтарать. Вăраха тăсăлакан проектсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăккине те палăртса хăварас килет. Ялсене комплекслă çĕнетесси - тĕрĕс йышăну, анчах çынсен те çав хăтлăха паян курма, ăнланма пĕлмелле, - тенĕ Павел Корнилов.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика