Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2024, 19:36 Просмотров: 48

Тележурналист, чăваш поэтесси, Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, Раççей Кинематографисчĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин искусствăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикинчи çамрăксен Патшалăх премийĕн, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн, Митта Ваçлейĕ, Çемен Элкер, В.Николаев, Çеçпĕл Мишши, Пĕтĕм Раççейри С. Залыгин ячĕллĕ премисен лауреачĕ Марина Федоровна Карягина (16.10.1969) 55 çул каялла Кивĕ Ахпỹртре çуралнă.

М. Карягина И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне, Раççей патшалăх социаллă университечĕн политикăпа социаллă наукăсен факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1992 çултанпа Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕнче ĕçлет: корреспондент, редактор, çĕнĕ хыпарсен программин тата "Ирхи тĕпел" программăн ертỹçи.

Унăн сценарийĕсемпе хатĕрленĕ "Çимĕк мыскарисем" фильмпа, "Çывăр аптраман тавраш" передача тĕнче шайĕнчи фестивальсенче малти вырăнсене йышăннă. 1998 çулта "Шăпăрлансем" фильм ача-пăчапа çамрăксен программисемпе фильмсен фестивалĕнче Гран-прие те тивĕçнĕ. Вăл хатĕрленĕ телепередачăсене тĕнче, регион шайĕнчи фестивальсенче пĕрре мар дипломсемпе чысланă. Çавăн пекех пирĕн ентеш поэзире пысăк çитĕнỹсем тăвать, пьесăсем çырать, ачасем валли кĕнекесем кăларать.

 Унăн "Хум пăшăлтатăвĕ", "Тăваткал тĕлĕксем", "Юрăсăр уй", "Кĕмĕл тумлă çар", "Сăнакан ăс", "Паттăр вăйĕ - пăтăра", "Çăкăрпа сахăр", "Хура тумлă арçын", "Чĕвĕлти чĕкеç чĕппи", "Вăхăт тараси", "Урăх ăру", "Кăтра хĕвел çаврăнăш" тата ытти кĕнекисене вулакан хапăлласа йышăнать. Унăн хайлавĕсем тĕрлĕ фестивальсенче тата конкурссенче яланах малтисен шутĕнче. Ентешĕмĕр пултарулăхĕ пирки Мускав режиссерĕ А. Куприн "Амфистроф. Встречное течение" ятлă документлă фильм ỹкернĕ.

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика