ХАЛЬХИ вăхăтра ялсенче анкартисем, пахчасем тирпейленсе, кĕрхи сăн илсе пыраççĕ. Çулталăкăн тепĕр тапхăрне кĕрсе пынă май çынсем кил хуçалăхĕнче, пахчара тирпейлеççĕ. Ку, паллах, ырă ĕç. Çапах та çитĕнтернĕ çимĕçсен каяшĕсене, аврисене, çав вăхăтрах панулми е ытти çимĕçсен касса тирпейленĕ турачĕсене контейнерсене тултарса хумалла мар! Кун пек ỹкерчĕксене Патăрьелĕнче те час-часах асăрхама пулать. Кировпа Комаров урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта лартнă контейнерсемпе юнашар тăтăшах туратсене ту пек купаласа хураççĕ. Чылайранпа вăл çаплах тăрать-ха. Ăна камăн тиесе ямалла тесе шутлаççĕ-ши?
Апрель 2025 |