Сентябрьте çеç 10 пушар тухнă

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2024, 19:21 Просмотров: 269

КĂÇАЛХИ авăн уйăхĕнче пушар сăлтавĕпе пăшăрханмалли çине-çинех пулчĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, сентябрьте çеç "01" служба машинисем 10 хутчен инкек пулнă вырăна васкавлăн тухса кайнă! Çулталăк пуçланнăранпа мĕн пурĕ вут-çулăм сиен тунипе çыхăннă 44 тĕслĕхе шута илнĕ.

Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Çĕнĕ Ахпỹртри Скворцовсен сарай çумĕнчи йывăç хуралтăран тухнă пушарта хуçалăхĕ çеç мар, 15 тонна севокĕ те çунса кайнă. Ыр кăмăллă çынсем паян вĕсене май пур таран пулăшаççĕ. Сăмах май каласан, Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕнче кăçал тăватă пушар пулнă. Пĕр кун маларах Аслă Чементе те кил-çурт таврашĕ çуннă. Сăлтавĕсем иккĕшин те электричество пăралукĕсем шанчăклă пулманни. Вăтаелĕнчи хуçалăхра сиксе тухнă инкек вара мунча хутнă чухне кăмакине çав тери хĕрỹ тунипе çыхăннă. Телее, ăна алхасма паман, çийĕнчех сỹнтернĕ.

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика