Паттăр пул эс, салтак, яланах сывă пул

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2024, 19:27 Просмотров: 239

Украинăри ятарлă çар операцийĕ пирки куллен ырă хыпар кĕтетпĕр. Алла автомат тытнисен йышĕнче тăван, кỹршĕ-аршă, паллакан пурах. Вĕсем çывăх çыннисемпе çыхăнăва тухаяççĕ-и? Гуманитари пулăшăвне илееççĕ-и? Тылпа фронт пĕрлĕхне туяяççĕ-и тата ытти те кăсăклантарать пире. Пурне те сывлăх сунас килет. Паттăртан та паттăр вĕсем. Çĕнтерỹпе тăван киле хăвăрттарах тавăрас килет.

Муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов патĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Турханти Алексей Борисовпа Шăхачри Николай Соболев пулчĕç. Вĕсене Рудольф Васильевич тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшăн, паттăрлăхшăн мухтарĕ. Ашшĕ- амăшне хастар çĕршыв хỹтĕлевçисене пăхса çи- тĕнтернĕшĕн тав турĕ.

Иккĕшĕ те икĕ çул каялла алла автомат тытнă. Мобилизаци йĕркипе кайнă. Маларах Алексей Анатольевич вăтам шкул хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Николай Викторович вара 9 класс хыççăн Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче пĕлĕвне малалла тăснă. Пĕрпеклĕхĕ тата та пур. Çамрăксем Мускав хулине ĕçлеме çỹренĕ.

- Çакă маншăн лайăх та пулчĕ. Унти юлташсемпе çыхăну тытатпăр. Блиндажсем тумалли строительство материалĕсемпе те тивĕçтереççĕ. Кирлĕ чухне яланах алă тăсса параççĕ,- тет Алексей.

Николай - ача ашшĕ. 4 уйăхри Костя ывăлĕ унăн аллинче лăпкăн тĕлĕрет.

 - Çитĕнекен ăру малашлăхĕшĕн, вĕсем мирлĕ тỹпе айĕнче пурăнччăр тесе тăрăшатпăр. Пĕр тăван пичче те унтах,- тет сăмаха ытлашши вакламан сăпайлă Николай.

Борисовсен çемье юлташĕ Валерий Трошкин та хутшăнчĕ тĕл пулăва. Вăхăтĕнче Германинче службăра пулнă вăл. Тăванла Украина çамрăкĕсемпе пĕрле тăнă. Кайран та çыхăну тытнă вĕсемпе. Çырусем çырнă, посылкăсем янă. Çар операцийĕ вара туслăха аркатнă.

- Маттур каччăсем эсир. Пăлаçипе Юхма Ен чысне унта та çỹлте тытатăр. Çакна çар командованийĕсенчен килекен Тав хучĕсем те çирĕплетеççĕ. Паян та унпа Алексей Анатольевича чысласшăн. Пĕри те çын çурăмĕ хыçĕнче пытанса çỹреместĕр. Эпир мăнаçланатпăр сирĕнпе,- терĕ Рудольф Васильевич.

Паттăрсен кăкăрĕ çинче иккĕшĕн те икшер медаль. Кашнийĕшне паттăрлăхшăн панă вĕсене.

Çар çыннисем çапăçу хирĕнче тупнă çĕнĕ юлташĕсем çинчен каласа пачĕç. Вĕсемпе пĕр çемьери пек пулнине палăртрĕç. Гуманитари пулăшăвĕ пырсах тăнине пытармарĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика