Тăрăшуллă ĕç тава тивĕçлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.10.2024, 20:50 Просмотров: 129

Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕнче воспитательсем тата шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Çак ятпа кунти сферăри тăрăшакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов саламларĕç.

Муниципалитетра шкул çулне çитмен ачасен 10 учрежденийĕ, вĕрентỹ организацийĕсен çумĕнче 18 ушкăн ĕçлет. 1316 ачана воспитани парассишĕн 136 педагог вăй хурать.

Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче предпринимательсен пулăшăвĕпе 4 ача садĕнче агролаборатори уçнă.

 "Çĕршыв, республика тата муниципалитет округĕн пуласлăхĕ эпир мĕнле ăру çитĕнтернинчен килет. Паянхи кун шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен професси пĕлтерĕшлĕ те, обществăра хисеплĕ те.

 Ачасен малашлăхĕ эсир çемьепе пĕр танах вĕсене воспитани парса ỹстернинчен нумай килет. Ача сачĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем! Çитĕнекен ăрупа тивĕçлĕ ĕçленĕшĕн сире тав тăватăп. Сирĕн тăрăшулăхăр, юратăвăр ачасене телейлĕ те анлă тавракурăмлă çитĕнме май параççĕ",- терĕ Рудольф Васильевич.

Тăрăшуллăран тăрăшуллисем тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

Уява Патăрьелĕнчи ача сачĕсен ĕçченĕсемпе воспитанниксем илем кỹчĕç, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

 Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика