Красноармейски ялĕнчи вăрман çывăхĕнчи паркра çăмăл атлетикăпа (кросс) ăмăртса Чăваш Республикинче мала тухассишĕн чемпионат иртнĕ. Унта хуласен тата муниципалитет округĕсен 250 ытла спортсменĕ хутшăннă.
Муниципалитет округĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕн çăмăл атлечĕсем кросра харкам хăйшĕн ăмăртса Валерия Гавриловăпа Кристина Иванова пĕрремĕш, Ольга Киргизова иккĕмĕш, Максим Чемеров виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе, медальсемпе наградăланă.
(Хамăр корр.).
Февраль 2025 |