Пыл салтаксене шăнса пăсăласран та пулăшĕ, вăй та кỹрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.10.2024, 20:41 Просмотров: 129

ПАТĂРЬЕЛ мунициалитет округĕнче пурăнакансем мĕн пур вăя, хавхаланăва Украинăри ятарлă çар операцийĕнче çапăçакан салтаксене пама хатĕр. Çавна май вĕсем валли тăтăшах гуманитари пулăшăвне ăсатаççĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Республинчи утарçăсем çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе кар тăнă. Çанталăк сивĕтсе пынă май, вĕлле хурчĕ тытакансем, ытти хастарсем те салтаксем патне пыл ăсатас- шăн. Çак тĕллевпе кашни округрах пыл пуçтаракансен пунктне уçнă. Çăл Атăкри утарçă Михаил Яковлев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн округри утарçăсем, уйрăм çынсем те салтаксем валли ыр кăмăллăх çимĕçне Патăрьелĕнчи Нина Спиновăн пыл магазинне илсе пырса пама пултараççĕ. Мĕн пур округран фронт валли пуçтарнă пыла çывăх вăхăтра Шупашкартан пурне те пĕрле илсе каясшăн.

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика