Ялсенчи шкулсене -çĕнĕ автобуссем
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ умĕнчи лапамра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ялсенчи шкулсене çĕнĕ шкул автобусĕсен уççийĕсене савăнăçлă лару-тăрура панă. «Пĕлÿ çурчĕсене шкул автобусĕсемпе тивĕçтерес программа Чăваш Енре вунă çул ытла пурнăçланать. Халĕ киввисене пĕчĕккĕн çĕнетсе пыратпăр. Паян 15 шкул ачасене илсе çÿремелли çĕнĕ техникăллă пулчĕ. 2020 çулта çĕнĕ автобуссем тата та туянăпăр», - тенĕ пухăннисене саламланă май Иван Борисович. Улатăрти 7-мĕш гимнази, Пăрачкаври ачасен çурчĕ, Канаш районĕнчи Энтрияль, Вăрмар районĕнчи Мăнçырма, Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел, Куславкка районĕнчи Елчĕк, Патăрьел районĕнчи Çĕньял, Куславккари 3-мĕш, Вăрмар тата ытти шкул телейлисен йышĕнче пулнă.
Çамрăк çемьесене — пулăшу
2020 çулта «Çурт-йĕр тата хула хётлăхĕ» наци проекчĕн шайĕнче çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма тата хăпартма пулăшас тĕллевпе 287 млн тенкĕлĕх социаллă тÿлев пăхса хунă. Вĕсенчен 147,2 млн тенкĕ — федераци, 100 млн тенкĕ — республика, 39,8 млн тенкĕ — вырăнти бюджетсенчен уйăрĕç. Нухрата муниципалитетсен хушшинче пайланă. Çамрăк çемьесене социаллă тÿлеве тивĕçнине çирĕплетекен документа апрелĕн 1-мĕшĕччен парса пĕтермелле.
100 çул марафонĕ
Чăваш Енри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен «100 çул марафонĕ» иртет. Çулталăкри тĕп пулăмсенчен пĕрне Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă. Марафон январĕн 24-мĕшĕнче Улатăрта старт илнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсен шутĕнче – районсемпе хуласен социаллă-экономика аталанăвĕн çитĕнĕвĕсене кăтартасси, халăха республика историйĕпе, Чăваш Ен тата çĕршыв аталанăвне пысăк тÿпе хывнă паллă çынсемпе паллаштарасси. Марафон июнĕн 20-мĕшĕнче Республика куне уявлакан тĕп лапамра, Хĕрлĕ Чутай районĕнче, вĕçленет. Унччен районтан района, хуларан хулана Чăваш автономи облаçĕн 100 çулхи символне çитерĕç. Çавăн пекех республика çыннисене Наци,
/нер музейĕсен, А.Г. Николаевăн Асăну комплексĕн куравĕсемпе паллаштарĕç, Чăвашкино фондĕнче упранакан чăвашла фильмсене кăтартĕç.
Атăлçи тăрăхĕнчи чи пысăк пĕлÿ çурчĕ
2020 çулхи сентябрь уйăхĕнче Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонта çĕнĕ шкул уçăлĕ. Вăл Атăлçи тăрăхĕнче чи пысăк пĕлÿ çурчĕсенчен пĕри пулĕ. Унта 1600 ача вĕренме пултарĕ. Сăмах май, кăçал тĕп хулари «Садовый» микрорайонта тепĕр шкул çĕклеме тытăнĕç. Ăна икĕ çултан хута ярĕç.
Шурă тăманана асăрханă
Республикăра пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан шурă тăманана асăрханă. Январĕн 21-мĕшĕнче Канаш районĕнче биологи наукисен кандидачĕ Геннадий Исаков шурă тăманана ÿкерсе илнĕ. Кайăк «шурă» ята тĕкĕн тĕсне пула илнĕ. Вăл çавăн пекех «поляр тăмани» ятпа та паллă. Тăманасен çак тĕсĕ Чăваш Енре хĕллехи вăхăтра питĕ сайра тĕл пулать. Юлашки 20 çулта ăна пĕтĕмпе те 3 хутчен çеç асăрханă. 2010 çулта шурă тăманана Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнеине кĕртнĕ. Кăçал пуçласа сăн ÿкерчĕкне тума май килнĕ. Сăмах май, ку çулхи хĕл тăманасемшĕн уйрăмах ăнăçлă: юр сахал, шăшисем йышлă. Çак чĕр чунсем тăманашăн тĕп апат шутланаççĕ.
Ноябрь 2024 |