Ырă çыннăн ячĕ вилĕмсĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2026, 14:14 Просмотров: 19

Пăлапуç Нурăсĕнче савăнăçлă лару-тăрура, сумлă хăнасемпе çак ялта çуралса ÿснĕ Петр Юркина хисеплесе лартнă палăка уçнă.

Патăрьел тăрăхĕнчен паллă çынсем нумайăн тухнă, вĕсенчен пĕри шăпах Петр Фадеевич. Вăл çамрăксемшĕн чăн-чăн ырă тĕслĕх шутланать. Республикăри суд системинче вăй хунă, хăйĕн ĕçне чунтан парăнса пурнăçланă. Палăка вăл çуралса ÿснĕ çурт патне лартнă. Халĕ ентеш кашни килекене кăмăллăн кĕтсе илет, ăшшăн ăсатса ярать.

Петр Юркина сума суса палăк тăвас шухăша халăх пуçарнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Ниме — Халăх бюджечĕ» программи палăртнине пурнăçлама пулăшнă.

Мероприятие пухăннисем Петр Юркин таса та тĕрĕс чунлă, ăслă наставник пулнине, ырă канашсемпе пулăшнине, опычĕпе яланах паллаштарнине, хăйĕн хыççăн ырă йĕр тата пултаруллă нумай юрист хăварнине палăртнă.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика