Кĕçĕн Чементе пурăнакан Василий Лампасов кăçалхи февраль уйăхĕнче 70 çулхи юбилейне паллă тунă пулсан та килте çеç тăмасть. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех ăна техника паркĕнче курма пулать.
Ĕмĕр тăршшĕпе механизаторта ĕçленĕ арçын тракторсене, кăкарса çÿремелли техникăна юсама пулăшать. Çамрăк чухнехи пек хурçă «ут» е комбайн рулĕ умне ларса хире тухма та хирĕç мар. Хăй вăхăтĕнче кану мĕнне пĕлмесĕр ĕçленĕ-çке! Çуркунне çĕр типсенех сÿрелеме, унтан акма тухнă. Çĕр улми лартнă, йăранĕсене хăпартнă. Тыр-пул пиçсе çитсен уй-хир «карапĕн» штурвалне тытнă. Кĕркунне вара сухаланă, хĕлле вăрмана çÿренĕ. Тăрăшса ĕçленĕрен кăтартăвĕсем те лайăх пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ округри Акатуйра, кĕрхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕнче Василий Ивановича пĕрре мар тĕрлĕ шайри Хисеп, Тав хучĕсемпе чысланă. Парнисем те сумлă пулнă. Стена çинче çакăнса тăракан сехетпе, мультиваркăпа, хапха çине çакмалли шăнкăравпа, покрывалсемпе тата ыттисемпе халĕ те кăмăлтанах усă кураççĕ. Районти «Авангард» хаçатра та пĕрре мар ун пирки сăн ÿкерчĕкпех кăларнă.
Лампасовсем юрра-ташша та маçтăр пулнăран хăй вăхăтĕнче ачисемпе концертсене те хутшăннă. Василий Иванович купăс каласа ĕçкĕ-çике илем кÿнĕ. Ывăлне çухатнă хыççăн ашшĕпе амăшĕ хăйсен чун киленĕçĕ пирки маннă. Кăçал кил хуçин юбилейне паллă тунă чухне çеç унчченхине аса илсе пĕрле ташланă.
Çамрăкранах ĕçпе пиçĕхсе ÿс-
нĕрен Василий Лампасовăн паян та пушă тăрасси килмест. Ялта кам та пулин çĕнĕ техника туянсан е çĕмрĕлсен те унран канаш ыйтаççĕ. Кашнине пулăшма тăрăшать. Кил-хуçалăхра усă куракан япаласем ĕçлеме пăрахсан та хăйех юсать. Сывлăхĕ кăшт хавшанăран (икĕ хутчен инфаркт пулнă) мăшăрĕ пăшăрханса ăна кăшт лăпкăрах пурăнмаллине систерсен те арçын: «Пĕр-пĕрне пулăшмалла», — тесе лăпкăн хуравлать.
Василий Иванович 1956 çулта Кĕçĕн Чементе, виçĕ ачаллă çемьере кун çути курнă. Вăл виççĕре чухне ашшĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Амăшĕ, ĕçрен маттур та харсăр хĕрарăм, пĕчченех пепкисене ура çине тăратнă. Аслă тетĕшĕ мăшăрланса уйрăлса тухса ялтах çурт тунă. Аппăшĕ те çемье çавăрнă. Василий Лампасов кĕçĕнни пулнă май хăйсенчен 2-3 кил урлă пурăнакан хĕрпе çемье çавăрса тĕп килте юлнă.
— Мăшăрпа эпир пĕрле выляса ÿснĕ, шкулта вĕреннĕ, туслă çÿренĕ. Вăййа тухсан вăл купăс калатчĕ, эпĕ такмаксем шăрантараттăмччĕ. 1980 çулта çемьелентĕмĕр, виçĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. 25 çул пăянампа пĕр сăмахра пурăнтăмăр, — тет сăмах çумне сăмах çыпçăннă май Лидия Кузьминична. — Эпир хамăр пиллĕкĕн пĕр тăван: виçĕ хĕр те икĕ ывăл. Аттепе анне килĕштерсе пурăнатчĕç, вĕсем вăрçăннине курман. Колхозра вăй хунă, куллен ĕçе утнă. «Анне, пĕр кун та пулин ĕçе ан кай-ха, ман санпа юнашар пулас килет», — тесе каласа йĕнине халĕ те ас тăватăп. Пире асанне пăхнă. Вăл ялан чиркĕве çÿретчĕ. Эпир сăх сăхмасăр апат çиме ларман. Тĕн йăли-йĕркине хам та тытса пыма, кашни вырсарникун Турханти кĕлĕ çурте кайма тăрăшатăп.
Лидия Кузьминична хăй те маттур хĕрарăм. Шупашкарта икĕ çул повара вĕреннĕ хыççăн тăван ялне каялла килнĕ. Малтан Шăхачри шкулта, кайран колхоз столовăйĕсенче тăрăшнă. Çав вăхăтрах хирте пай çумлама та, выльăх-чĕрлĕх пăхма та ĕлкĕрнĕ. Малтанласа пăянамăшĕ, ачисем пулăшнă, кайран вара хуçалăхри ĕçсене ытларах пĕччен тума тивнĕ.
— Столовăйĕнчен килнĕ çĕре ĕне кĕтÿ анатчĕ. Хăвăртрах сăваттăм та хире, пай çине чупаттăм. Тырă нумай пулнипе выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнă. Сыснасем те çăвăрлаттарса çурисене сутнă. Икĕ ĕне, вăкăрсемпе пăрусем, чăх-чĕп усранă. Ачасене ура çине тăратас тенĕ. Çав вăхăтрах килти пахчана та çумламалла пулнă. Пĕринче çапла мăшăр киле килнĕ те мана тупайманнипе хыçалти пахчана шырама тухнă. Эпĕ пуçланă йăрансене çумласа пĕтерес тенипе аккумуляторпа çутă кăларса пачĕ.
Каярах колхоз правленине техничка вырнаçрăм. Столовăйне кайиччен урай çăваттăм. Ĕççи вăхăтĕнче кунне иккĕ апат пĕçернĕ: кăнтăрла тата каçа валли, — терĕ иртнĕ кунĕсене куçĕ умне кăларнă май виçĕ ача амăшĕ.
Лидия Кузьминичнăн та алли ылтăн. Минтер пичĕ, простынь, пододеяльник хăй çĕлет, тĕрлет, çăм арлать, çыхать. Пĕрре те пушă ларма юратмасть.
Пилĕк çул каялла ялти хисеплĕ мăшăр кирпĕчрен çурт çĕкленĕ. Тĕрĕссипе, ăна тăвас ĕмĕт малтанах пулнă. Кĕçĕн ывăлĕ те тĕп киле çĕнетесси пирки сăмах пуçарнă, анчах шухăшланине пурнăçлама ăна пÿрмен. 12 çул каялла 27 çулхи Ваня аваринче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ашшĕпе амăшĕн, Гена тетĕшĕпе Галина аппăшĕн алли лăштах усăннă... Çамрăк арçыннăн мăшăрĕ ун чухне йывăр çын пулнă. Святослав ашшĕн ăшшине курмасăр çитĕнет пулсан та аслашшĕ-асламăшĕ патне час-часах хăнана килет. Кинĕ те упăшкин çывăх çыннисемпе çыхăну татман.
Чылай çул иртсен, тарăн суран кăшт пирчеме пуçласан çурт çĕнетес ыйтăва тепĕр хут хускатнă.
— Ваççа çапла пĕринче: «Атя çурт тăватпăр, анчах кун пирки хальлĕхе никама та каламастпăр. Кирпĕч унчченех илсе хунă», — терĕ. Ачасене те, тăвансене те пĕр сăмах каламасăр хатĕрленме пикентĕмĕр, хăйăр, вак чул туянтăмăр. Кĕркунне йывăç çуртăн никĕсĕ начартарах тесе никĕс ятăмăр. Май пуçламăшĕнче упăшка кĕтÿ хăвалама тухнă чухне çынсене çурта пăсса çĕнни тăвасси пирки каланă, пулăшма килме ыйтнă. Халăх пухăнчĕ те пысăк ĕçе пуçăнтăмăр. Хам маларах сăра вĕретнĕччĕ, апат-çимĕç хатĕрленĕччĕ. Çапла виçĕ эрнере пÿрт стенисене çĕклесе тăррине витрĕмĕр. Гена ывăлăн кумĕ, Алексей Тарасов, ĕçе йĕркелесе пычĕ. Тепĕр кумĕсем вара штукатурка турĕç, обойсем çыпăçтарчĕç. Çапла çĕнĕ çуртра пурăнма пуçларăмăр, — тет Лидия Кузьминична.
Пурнăç урапи пĕр тикĕс шуман пулсан та Лидия Кузьминичнăпа Василий Иванович шăписене ÿп-
келемеççĕ, 5 мăнукĕпе тата ачисемпе савăнаççĕ.
Ольга ПАВЛОВА
Сентябрь 2026 |
