Водитель, ан ман: ÿсĕрле çула тухни преступленипе тан!

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2026, 14:15 Просмотров: 22

Автотранспорт шучĕ ÿссе пынине кура çул çинчи куçăм çултан-çул вăйланса, кăткăсланса пырать. Çакă чăн малтанах кашни водителе çул-йĕр культурине, çул-йĕр правилине çирĕп пăхăнма, пĕр-пĕрне хисеплеме хистет. Кирек мĕнле техникăпа çула тухсан та теветкеленсе паттăрланни, йĕркене пăхăнманни синкерлĕ те вĕçленме пултарать.

2026 çулхи сакăр уйăхра пирĕн муниципалитет округĕнчи çул-йĕр çинче 21 аварие шута илнĕ. Вĕсенче тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 15-шĕ аманнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 18 авари пулнă, виççĕн вилнĕ, 27 çын аманнă.

Асăннă тапхăрта çул çитмен ачасем хутшăннипе икĕ авари пулнă. Вĕсенче виçĕ ача аманнă. Иртнĕ çул пилĕк авринче 9ăн суранланнă.

Инкек никама та куçа курăнса килмест. Çул çинче те çавах. Акă, çак кунсенче çеç ÿсĕрле руль умне ларнă водитель çул урлă каçма тăнă виçĕ хĕр ача çине автомашинăпа кĕрсе кайнă. Суранланнăскерсене пурне те Шупашкарти республика больницине илсе кайнă, вĕсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Юрать-ха, начар тĕслĕх усалпа вĕçленмен. Аманнă хĕр ачасен пĕчĕкрех сурансем çеç пулнă. Руль умне теветкеленсе ÿсĕрле кĕрсе ларса çула тухнă çамрăк арçыннăн саккунпа килĕшÿллĕн явап тытма тивĕ.

Павел РОМАНОВ,

РФ ШĔМĕн муниципалитет округĕсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕнчи ГИБДД пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика