Халăх сывлăхне те тĕрĕсленĕ, хăтлă музейпе те паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2026, 14:19 Просмотров: 17

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрсе пыракан «Сывлăх патне утăм» проектпа килĕшÿллĕн Патăрьел муниципалитет округĕнче сывлăх хуралçисен «десанчĕ» чылай яла çитсе халăхăн сывлăхне тĕрĕслет, пациентсене ăна упрама, сипленме сĕнÿ-канаш парать.

Алманчăра та çак кунсенче пысăк опытлă тухтăрсем тухăçлă ĕçленĕ, ял çыннисене сывлăх тĕлĕшпе пăшăрхантаракан ыйтусене татса панă, кунтах юн пусăмне те виçнĕ, кардиограмма тунă, тĕрлĕрен анализ панă. «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе пурнăçланакан программăпа 150 çын çак кунхине комплекслă тĕрĕслев тухнă.

Халăх сывлăхне тĕрĕсленипе пĕрлех сывлăх хуралĕн хисеплĕ ĕçченĕсем ял инфратытăмĕпе, Алманчăри халăх музейĕпе, чăваш халăхĕн авалхи пурнăçне сăнлакан экспонатсемпе те паллашнă.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика