Сывлăх, сасăлав, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем тавра калаçрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2026, 14:14 Просмотров: 20

Сентябрĕн 16-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Информаци кунĕн тĕп темисем: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм» проекта пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕ, «Пушкин картти» федераци программине пурнăçа кĕртни, сентябрĕн 18, 19, 20-мĕшĕсенче иртекен сасăлав кунĕ тата сасăлав формисем, çуртсенче тата çурт тулашĕнчи газ оборудованийĕсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, республикăри эпизооти лару-тăрăвĕ.

Пĕрлехи информаци кунне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, Чăваш Республикинчи çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн пĕрремĕш çумĕ Ольга Александрова, Патăрьел район прокурорĕ С. Ва—

лерьянов, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, организаци, предприяти, структура подразделенийĕсен ертÿçисем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Республикăра иккĕмĕш çул «Сывлăх патне утăм» проект ĕçлет. Регион Пуçлăхĕн проекчĕн тĕп тĕллевĕ — çын ăçта пурăннине пăхмасăр сывлăх тĕлĕшпе профилактика тĕрĕслевне пурне те тивĕçтермелли услови туса парасси. Вăл çапла пулса пырать те. Иртнĕ çул çĕнĕ проектпа килĕшÿллĕн опытлă тухтăрсен «десанчĕ» вырăнсенче пулса икĕ пине яхăн çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе вĕсене кирлĕ сĕнÿ-канаш пама пултарчĕ. Кăçал та ку таранччен «Вăрăм та хастар пурнăç» проектпа йĕркеленсе пыракан «Сывлăх патне утăм» проект Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансене профилактика тĕрĕслевĕ тума май пачĕ.

Информаци кунĕнче Патăрьелĕнчи газ участокĕн начальникĕ Надежда Арланова коммуналлă, уйрăм хуçалăхсенчи çуртсене кĕркуннехи-хĕллехи хутмалли тапхăра хатĕрлесе газпа, унăн приборĕсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли, вăхăтра техобслуживани ирттермелли пирки, ку тĕлĕшпе инкек-синкекрен асăрханмалли, Патăрьелĕнчи тĕп ветеринари тухтăрĕ Петр Ефимов республикăри, округри эпизооти лару-тăрăвĕ, выльăхсен тĕрлĕрен чир-чĕрĕнчен асăрханмалли, выльăхсене вăхăтра кирлĕ прививка туса тăни пирки каларĕç, ыйтусене хуравларĕç.

Информаци кунĕн ушкăнĕ çак кунхине Патăрьел муниципалитет округĕнче патшалăх программисемпе, çав вăхăтрах Чăваш Республика Пуçлăхĕн «Ниме — Халăх бюджечĕ» программипе тунă объектсене уçнă çĕре те хутшăнчĕç. Кивĕ Катекри Мухтав монуменчĕ, Тутар Сăкăтĕнчи ГТО, Нăрваш Шăхалĕнчи «Ăслă» спорт площадкисем, Аслă Чементи пушар деповĕпе ял хапхи (стелла) патшалăх тимлĕхĕпе, халăх пуçарулăхĕпе, уйрăм çынсен хастарлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе пурнăçланă ĕçсем. Вĕсем ял инфратытăмне çĕнетессипе, халăх пурнăçне хăтлăлатассипе çыхăннăскерсем.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика