Аслă çултисем те çĕнĕлĕхрен пăрăнмаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2026, 14:12 Просмотров: 17

ПАЯН килтен тухмасăрах тухтăр патне çырăнма, ача укçи валли заявлени çырма, суйлавра хамăр сасса пама (сентябрĕн 18—20-мĕшĕсенче иртекен суйлавра та çаплах) пултаратпăр. Çаксене йăлтах Патшалăх тивĕçтерÿ порталĕ (Госуслуги) урлă тума май пур. Çамрăксем çĕнĕлĕхе хăвăрт алла илчĕç, аслăрах çултисене вара вĕрентме тивет.

Сителти библиотекăра ĕçлекен Оксана Хомуткина «Чăваш Енре çутă» социаллă проектпа килĕшÿллĕн «Патшалăх тивĕçтерĕвĕ пенсионерсем валли» темăпа информаци сехечĕ йĕркеленĕ. Библиотекарь электронлă Патшалăх тивĕçтерĕвĕ, унта регистрациленесси тата çăмăллăхсем пирки тĕплĕн ăнлантарса панă.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика