Гриппа чирлер мар, вакцина яртарар

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2026, 14:11 Просмотров: 16

ÇАНТАЛĂК улшăннăçем грипп ерес хăрушлăх та ÿсет. Пĕрисем ăна ура çинчех ирттерсе яраççĕ пулсан, теприсем вырăнпах темиçе кун выртса аван хавшаççĕ. Чирĕн пĕрремĕш паллисен шутне ÿт температури ÿсни, пуç ыратни, сунаслаттарни, хăвăрт ывăнтарни кĕрет. Ÿпке те шыçма пултарать.

Инфекци ан ертĕр тесен вăхăтра профилактика тумалла — вакцина яртармалла. Вăл иммун системине çирĕплетсе чире хирĕç кĕрешме пулăшать. Вакцинăна чир анлă сарăличчен маларах яртармалла. Патăрьелĕнчи тĕп больницăна усал амакран хÿтĕлекен хатĕре илсе килнĕ. Çывăх вăхăтра ачасене, аслă çултисене тата сывлăхран хавшаккисене вакцина яма пуçлаççĕ. Кăмăл тăвакансене те сиплев учрежденийĕсенче кĕтеççĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика