Ултавăн ури саккăр, çакна эсир ан манăр

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2026, 14:08 Просмотров: 17

ТЕЛЕФОН шăнкăртатса ют номере курсан нумайăшĕ тытмаççĕ. Куншăн халь тĕлĕнмелли çук — мошенниксем юлашки çулсенче тарăхтармаллипех тарăхтарса çитерчĕç. Вĕсем шанăçа кĕрсе калаçнине кура мĕн чухлĕ çын нуша курчĕ! Массăллă информаци хатĕрĕсем, шалти ĕçсен органĕн сотрудникĕсем асăрханулăх пирки пĕлтерсех тăраççĕ пулсан та аслисем, çамрăксем хушшинче хваттер, техника е ытти япала туянма пухăннă укçисене е кредит илсе пĕр пĕлмен, палламан çынсен счечĕ çине куçарса паракансем тупăнаççĕ.

Аферистсен аллине шкул ачисемпе студентсем те çакланаççĕ. Республикăри 150 ытла çамрăк 25 млн тенкĕлĕх тăкак курнă. Хапсăнчăксем ытларах чухне банк е Патшалăх тивĕçтерĕвĕ (Госуслуги) порталĕн сотрудникĕсем тесе суйса, сим-картăна тăсмалли пирки пĕлтерсе шăнкăравлаççĕ, театра е кинона кайма суя билетсем ярса параççĕ, çăмăл ĕçшĕнех нумай укçа тÿлессе шантараççĕ тата ытти те.

Хуть кам шăнкăравласан та телефон çине килекен кодсене никама та калама, пĕлмен ссылкăпа каçма юрамасть. Тÿлевсĕр сыр капкăнра çеç пулнине те асра тытмалла.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика