Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ача-пăчан пиллĕкмĕш культура форумне Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăнчĕ. Патăрьелĕнчи ача-пăча ăсталăх шкулĕнче вĕренекен Яна Карзаковăпа Елена Иголкина та инçе çула тухма тивĕçрĕç.
Пĕтĕм тĕнчери ача-пăчан пиллĕкмĕш культура форумне 17 çĕршывран тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 12-17 çулти 1800 ытла çамрăк килнĕ. Программа питĕ пуян та кăсăклă пулчĕ. Мероприяти участникĕсем культура сферинчи паллă çынсемпе — Егор Дружининпа, Сергей Безруковпа, Эдгард Запашныйпа, Ольга Хомовăпа, Дмитрий Бакпа, Кристина Трубиновăпа, Гавриил Гордеевпа — тĕл пулчĕç, уçă калаçусене, практика занятийĕсене хутшăнчĕç. Культурăра тата медиара ĕçлекенсен пултарулăх профессийĕпе, опычĕпе паллашрĕç.
Форум чăн-чăн пĕлÿ, пултарулăх тата хавхалану уявĕ пулса тăчĕ. Хăйсен ĕçĕн чăн-чăн маçтăрĕсемпе йĕркеленĕ мастер-классем, çĕршывăн пуласлăхĕ пирки пуçарнă дискуссисем, пултарулăх проекчĕсем вĕренекенсемшĕн чылайлăха асра юлĕç.
Çакăн пек мероприятисем çамрăксемшĕн питĕ кирлĕ. Вĕсем ачасене çĕнĕ тус-юлташ тупма, малашлăха пысăк ĕмĕтпе пăхма, çитĕнÿсем тума пулăшаççĕ.
Алина АНТОНОВА,
Патăрьелĕнчи
ача-пăча ăсталăх шкулĕн директорĕ.
Сентябрь 2026 |
