Юратнă ĕç хавхалану çеç мар, çитĕнÿ çăлкуçĕ те

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2026, 14:16 Просмотров: 18

— Манран аслăрах аппа пурччĕ, вăл медсестра пуласшăнччĕ. Шел пулин те,ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Унăн ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе тата хамăн та чунăм сиплев ĕçĕ енне туртăннипе Сăкăтри вăтам шкултан 8-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн Канашри медицина училищине ăс пухма кĕтĕм. Аттестатра «4» паллă иккĕ çеçчĕ те, çавăнпа экзаменсене тытнă чухне те йывăрлăх туйман, — тесе пуçларĕ калаçăва 45 çул медсестрара вăй хуракан Людмила Тинюкова

(сăн ÿкерчĕкре). Людмила Александровна 1963 çулта Сăкăтра, 5 ачаллă çемьере çуралнă. Хĕрĕсене ашшĕпе амăшĕ мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă.

1981 çулта дипломлă специалиста Канашри тĕп больницăн терапи уйрăмне направленипе ĕçлеме янă. Вăл хăтлă та тирпейлĕ сиплев учрежденийĕнче паха опыт илнĕ. Кунти аслă медсестра канашĕсене пуçа хывнăран халĕ те лайăх ас тăвать. Çамрăк хĕр çулне кура мар тăрăшулăхпа палăрнă: каçхи сменăна та юлнă, кăнтăрла та ĕçленĕ. Тăватă çул вăй хунă хыççăн Шупашкарти шăмă-сыпăна пылчăкпа сиплекен лечебницăна куçнă. Çулталăкран шăпа Патăрьелĕнчи тĕп больницăна илсе çитернĕ. Çакна валли сăлтавĕ те пулнă. Людмила Александровнăна хăйсен ял каччиех, хальхи вăхăтра сиплев учрежденине ертсе пыракан Николай Тинюков, ятсăр пÿрнине венчет çĕрри тăхăнтартнă. Мăшăр Патăрьелĕнче тĕпленнĕ. Иккĕшĕ те пĕрле медицина учрежденийĕнче ĕçлеме пуçăннă: кил хуçи — шăл тухтăрĕнче, вучах упраканĕ — медсестрара.

— Патăрьелĕнчи тĕп больницăна каякан сукмака такăрлатма пуçлани те 40 çул çитрĕ. Профессие чун-чĕререн юрататăп. Тĕрĕссипе, хама урăх сферăра курмастăп та. Учителе те вĕренме кайма пултарнă, шкулта чухне вĕрентекенсем ыттисен тетрачĕсене тĕрĕслеттеретчĕç. Медицина маншăн çывăхрах пулчĕ. Эпĕ кăмăлтанах пациентсемпе калаçатăп, вĕсене сиплев е ытти пирки тĕплĕн ăнлантарса паратăп. Пирĕн патра 400 ытла çын шутра тăрать, кашнийĕн пурнăçĕ çывăх, — тет Людмила Тинюкова.

2013 çултанпа Людмила Александровна Шупашкарти психиатри больницин ĕçченĕ шутланса тăрать. Хальхи вăхăтра Алевтина Задорова тухтăрпа пĕрле вăй хурать. Психиатри кабинетĕнче пуçласа Нина Кириллова врачпа тăрăшнă. Ырă кăмăллă та уçă чунлă хĕрарăм кашнийĕнпе пĕр чĕлхе тупнă.

Килĕштернĕ ĕç медицина ĕçченне пурнăçри йывăрлăхсене çĕнме те, çитĕнÿсем тума та хавхалантарнă. Ахальтен мар ĕнтĕ тĕрлĕ шайри Хисеп, Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Республикăра иртекен «Медицина — манăн чĕнÿ» («Медицина — мое призвание») конкурсра та «Тавах медсестра» номинацие лекнĕ. Кăçал вара Людмила Тинюковăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕ» сумлă ята панă.

— Çакăн пек хисеплĕ ят тата тăрăшарах вăй хума хистет. Çитĕнÿсем эпĕ пĕр пĕччен ĕçленипе çеç пулмаççĕ. Патăрьелĕнчи тĕп больницăн коллективĕн тÿпи те пысăккине палăртас килет. Мăшăр, ачасем, анне, тăвансем яланах юнашар пулни, тĕрев пани те витĕм кÿрет тесе шухăшлатăп, — тет кăмăллăн çеç медсестра. Сăмах май, Людмила Александровнăпа Николай Антонович ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ. Йăха тăсакансем ашшĕпе амăшĕ пекех медицина çулне суйласа илнĕ. Антон Шупашкарти И. Ульянов ячĕллĕ медицина факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Больницăсене сиплев оборудованийĕсемпе тивĕçтерессипе тимлет. Елена вара ашшĕ тата ашшĕн йăмăкĕ — Антонина Сандыркина — пекех шăл тухтăрĕ — ортодонт. Тикĕс мар шăтнă шăлсене тÿрлетессипе Шупашкарти пĕр больницăра ĕçлет. Династие ертсе пыраканни — Людмила Александровна.

Хисеплĕ медицина ĕçченĕ пушă вăхăта та усăллă ирттерме тăрăшать. Ачисем пĕчĕккĕ чухне кофта, юбка, алса-чăлха нумай çыхнă. Юлашки вăхăтра алмаз тĕррипе кăсăкланать. Амăшĕн ĕçĕсем валли Антон ывăлĕ ятарласа рамкăсем туянать. Биссерпа та кăмăлтан тĕрĕсем шăрçалать. Алă ĕçне тунисĕр пуçне Людмила Александровна питĕ вулама юратать. Сăмах май каласан, Тинюковсем çемйипех кĕнеке тусĕсем.

Пурнăçра çын хăйне валли тĕрĕс професси суйлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юратнă ĕçре çитĕнÿсем те пулаççĕ, чунра та çăмăл.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика