Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул юлашки çулсенче проектсен центрĕ пулса тăчĕ. Ашшĕ-амăшĕн пуçарăвĕпе «Агроçемье: вылятпăр, вĕренетпĕр, малашлăха суйлатпăр» проект пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Шăпах вăл ачасене çĕр ĕçне хăнăхтарма, юратма, малашлăхра ял территорийĕсене аталантарма пулăшать.
Пирĕн шкул «Пĕлÿ» пĕрлешÿ йĕркеленĕ конкурса хутшăнса пĕр миллион тенкĕ грант выляса илчĕ. Вăл укçапа шăпах гидропонлă лабораториллĕ, юлашки çулсенче анлă сарăлнă «ăслă» техникăллă пулма май пулчĕ. Гидропоника е урăхла каласан ÿсен-тăрана тăпрасăр мелпе ÿстерни экологи енчен таса продукта çулталăкĕпех çитĕнтермелли меслет. Хальхи вăхăтра вĕренекенсем валли лабораторинче пĕчĕк икĕ теплица пур, унта тăпрана тĕрĕслеме вĕренеççĕ тата тăпрасăр меслетпе усă курса пахча çимĕç, микрозелень ÿстереççĕ. Пуласлăх технологийĕ çĕнĕлĕхсене алла илме пулăшать.
Ачасене валли вĕренмелли, тĕпчемелли майсем те нумайлансах пыраççĕ. 2015 çултанпа агроклассем ĕçлеççĕ. 2025 çултан пуçласа вĕренекенсене çамрăкранах профессисемпе паллаштарас тĕллевпе 7 классенче те агроклассем уçăлчĕç.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче республикăри ял хуçалăх министерстви пуçарăвĕпе шкулта «Процессен фабрики» проект хута кайрĕ. Вăл та ачасене мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне хăнăхма пулăшать. Пĕлÿ çурчĕн территорийĕнче вĕренекенсемпе çу каçипе çимĕçпе савăнтаракан хăмла çырлин полонез тата энросадира сорчĕсен хунавĕсене лартса хăвартăмăр. Августăн 1-мĕшĕнче ĕçе регионта иртнĕ «Çырла фестивалĕнче» хÿтĕлерĕмĕр.
Халь пурнăçланса пыракан проектсемпе пĕрлех малашне çĕннисене те хутшăнма, хамăр пултарулăха тата анлăлатма палăртатпăр.
Наталия НИКИТИНА,
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти ĕç урокĕн вĕрентекенĕ.
Сентябрь 2026 |
