Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 13350 гектарĕ е мĕн пур лаптăкăн 90,2 проценчĕ пушаннă. Йĕтемме 50730 тонна тырă кĕнĕ, вăтам тухăç 38 центнерпа танлашнă.
Çевока 525 гектар кăларнă, 395 гектарĕнчен пухса кĕртнĕ.
«Исток» çĕр ĕç фирминче, Мария Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче сахăр кăшманĕ кăлараççĕ. Округĕпе тымар çимĕç 650 гектар йышăнать, 55 гектарне кăларнă. Вăтам тухăç — 450 центнер.
«Красное Знамя», «Исток» хуçалăхсенче, Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕнче çĕр улми кăлараççĕ.
Кĕрхи культурăсене 1700 гек-тар е палăртнин 70,8 процентне акнă.
Сентябрь 2026 |
