Мăшăрланнă юратса, пурăнаççĕ савăнса

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2026, 14:22 Просмотров: 24

Çемьеленни 51 çул çитнисем йăмра туйне паллă тăваççĕ. Ахальтен çак йывăçа суйласа илмен иккен, вăл мăшăрсен шанчăклăхне, ăслăлăхне кăтартакан паллă.

Алманчăри Петрпа Вера Киргизовсем пĕр сукмака такăрлатма пуçлани кăçалхи декабрĕн 12-мĕшĕнче çур ĕмĕртен иртет.

Петр Иванович Алманчăра 1949 çулхи майăн 15-мĕшĕнче кун çути курнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнине çирĕплетекен аттестат илнĕ хыççăн Шупашкара çул тытнă. Кирпĕч хума хăнăхнă вăхăтрах бухгалтерсен курсĕнче те ăс пухнă. Тăван тăрăха каялла таврăнсан «Ленинец» колхозра бухгалтерта, кладовщикре вăй хунă. Çавăн пекех ялти участок больницинче, ача садĕнче завхозра тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва кайиччен Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче снабженецра ĕçленĕ.

Кил хуçи ял пурнăçне те хастар хутшăннă. Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнне ертсе пынă. Тăрăшулăхне кура тĕрлĕ шайри дипломсемпе грамотăсене тивĕçнĕ. Сăмах май, Петр Иванович «Авангард» хаçатпа та туслă. Вăл çырнă статьясем час-часах халăха савăнтарнă.

Мăшăр пулма Петр Киргизов кÿршĕри Шăмăршă округĕн хĕрне суйласа илнĕ. Вера Федоровна ачаранах ĕçпе пиçĕхса ÿснĕ. Шкултан вĕренсе тухсан фермăра вăй хунă. Çемьеленсен Кзыл Чишмари участок больницинче санитаркăра тимленĕ. Ача амăшĕн медальне тивĕçнĕ ĕç ветеранĕ хуçалăхри уй-хир бригадинче те тăрăшнă.

Тĕп ĕçĕсемсĕр пуçне Киргизовсем виçĕ ял халăхĕнчен ĕне сĕтне пухнă. Чи пысăк кăтартушăн вĕсем «Урал» мотоцикл та çĕнсе илнĕ.

Атте-аннешĕн чи пысăк пуянлăх — ачасем. Петр Ивановичпа Вера Федоровна 5 ывăл çуратса ÿстернĕ. Йăха тăсакансемпе савăнмалăх пур: пурте аслă пĕлÿллĕ, пурнăç çулне тупнă.

Лев Чăваш ял хуçалăх академийĕнче (аграри университечĕ) агроном профессине алла илнĕ. «Канашстройсервис» пĕрлешÿре бригадирта ĕçлет.

Владимир И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридика факультетĕнче вĕреннĕ. 1995-2019 çулсенче Шалти ĕçсен министерствинче тăрăшнă. Подполковника çитнĕ. Паян вăл — Алманчă территори пайĕн начальникĕ.

Алексей Сĕнтĕрвăрринчи ял хуçалăх вăрман техникумĕн выпускникĕ. Айăплава пурнăçлакан федераци службинче вăй хунă хыççăн тивĕçлĕ канăва кайнă.

Иван Хусанти патшалăх педагогика университетĕнче ăс пухнă. Росгварди ĕçченĕ.

Предприниматель çулне суйласа илнĕ Илья И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридика факультетĕнче вĕреннĕ.

Петр Ивановичпа Вера Федоровна ачисемшĕн çеç мар, ялта та тĕслĕхлĕ мăшăр. 14 мăнукĕпе 9 кĕçĕн мăнукĕшĕн чи юратнă асатте-асанне.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика