Пушар никама та ан кỹтĕр шар

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2019, 20:04 Просмотров: 566

 ИРТНĔ çулхи çак вăхăтра районти пушар чаçĕн ĕçченĕсем тĕрлĕ яла çичĕ хутчен вут-çулăма парăнтарма тухса кайнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçалхи пĕрремĕш уйăх "01" служба сотрудникĕсемшĕн лăпкăрах иртнĕ, кăрлачра вут-кăвартан тухнă тăватă инкеке шута илнĕ. Мухтав Турра, юлашки иккĕшĕ пысăк тăкаксемпех те çыхăнман. Патăрьелĕнче тата Шăнкăртамра пурăнакан кил хуçисем ăна хăйсен вăйĕпех парăнтарнă темелле. Пĕрисен электрооборудованийĕ, теприсен кухньăри таса мар сывлăша туртса илекен хатĕр (вытяжка) замыкани панăран чутах пысăк инкек сиксе тухман иккен. Юрать-ха, пăтăрмахсене çийĕнчех асăрханă.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика