2019 çулхи майăн 19-мĕшĕнче Кзыл-Чишма ял тăрăхĕнче пĕр мандатлă пĕрремĕш суйлав округĕнчи вырăнти депутатсен Пухăвĕн депутатне суйлассипе хушма суйлав иртет. Округ чиккисем: Кзыл-Чишмари Чапаев урамĕнчи 2-мĕш çуртран пуçласа 60 çурт таран (мăшăрлă енчисем) тата Çĕнĕ Чĕпкас (пĕтĕмпех).
Кандидатсене регистрацилемелли документсене Патăрьелĕнчи территори суйлав комиссийĕнче 8 сехетрен пуçласа 12 сехетчен (тунтикун - эрнекун) йышăнаççĕ. Унăн адресĕ: Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 5 çурт (район администрацийĕн çурчĕ, 10 кабинет). Телефон: 8(83532) 6-26-04, 6-21-95.
Хушма суйлава хатĕр ленсе ирттерсе яма çирĕплетнĕ мероприятисен планĕпе килĕшỹллĕн 2019 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕ - кандидатсенчен документсем йышăнмалли юлашки кун.
Патăрьелĕнчи территори суйлав комиссийĕ
Ноябрь 2024 |