Çанталăк ăшăтнă май юр ирĕлме, унта та кунта кỹленчĕксем тухма пуçларĕç. Районти шыв-шура хирĕç йĕркеленĕ комисси членĕсем - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство тата обществăлла инфраструктура пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Г. Каллин - Патăрьел тата Туçа ял тăрăхĕсенчи шыв пăрăхĕсенчен çурхи ейỹ каяслăхне, кĕперсене пăхнă, шыв илме пултаракан ялсене çитсе курнă.
Чылай çулхи сăнавсем ейỹ Патăрьел ял тăрăхĕнчи Крепков, Яковлев, Канаш урамĕсем, Туçа ял тăрăхĕнче Тутар Тимешĕнчи Набережная, Анат Туçари Школьная, Вăтаелĕнчи Садовая, Кивĕ Ахпỹртри Луговая урамсене çити кĕрес хăрушлăх пуррине кăтартаççĕ. Комисси Калинино-Патăрьел-Елчĕк автоçулăн шыв юхмалли пăрăхсенчи лару-тăрупа та паллашнă.
- Юр нумай çунине шута илсе çурхи шыв-шура хирĕç тĕплĕн, яваплăхпа хатĕрленмелле. Юлашки çулсене шута илсе шыв объекчĕ- сенче, ялсенче ейĕве сарăлма памалла мар мероприятисем йĕркелемелле, юр ирĕлеслĕхне, çанталăка сăнамалла, - тенĕ Р. Ямалетдинов.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |