Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăй ертсе пыракан министерствăн 2018 çулхи ĕçĕ çинчен отчет тунă. Усă курман ял хуçалăх çĕрĕсен 63% — муниципалитетсен аллинче. Çавна май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районсен ĕçне тиркенĕ. Чылай çĕрте çĕр илес, ун çинче ĕçлес текенсем пур, анчах вырăнти влаçсем тĕрлĕ чăрмав кăларса тăратни ура хурать. Çакă районсен хăйсен бюджетне сиенлет: налук, аренда укçи килмест. Сергей Артамонов ытти çивĕч ыйтăва та çĕкленĕ. Ял хуçалăхĕнче техника кивĕ — тракторсен çурри 10 çултан «ватăрах». Уйрăм çынсем выльăх сахалрах тытма пуçлани палăрать — ĕнесен шучĕ чакать. Апла тăк пысăк фермăсем ытларах кирлĕ. Çийĕнчен сĕте май пур таран ытларах хамăр патра тирпейлемелле. Ял хуçалăхĕнчи ĕç укçин шайĕ те пăшăрхантарать — 18,6 пин тенкĕ кăна. Унăн ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ те тивĕçтермест. Паллах, кунта ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕккин витĕмĕ пысăк.
Ноябрь 2024 |